Яваплăха туймалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020, 10:35 Просмотров: 279

Çĕнĕ коронавирус чирĕ лăпланма шутламасть. Инфекци ернисен шучĕ юлашки кунсенче республикăра та 50 ытла çыншар хушăнса пычĕ.

Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне коронавируса пандеми пуçланнăранпа 9384 çынăнне çирĕплетнине пĕлтерет. Пĕтĕмĕшле хисепрен 613-шĕ – çула çитмен ачасем.

Çав вăхăтрах Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская COVID-19-па чирлессипе лару-тăру тăнăçлă тесе шутлать. «Роспотребнадзор субъектсенчи лару-тăрăва 100 пин çын пуçне тивекен талăкри кăтартăва шута илсе тишкерет. Пирĕн республикăра çак кăтарту 4,2-пе танлашать, Раççейĕпе – 10,93. Пĕтĕмĕшле илсен, ÿсĕм сисĕнет пулин те, лару-тăру тĕрĕслеврех. Çапах та лăпланма юрамасть», – тенĕ вăл коронавирус инфекцийĕ республикăра сарăлассине асăрхаттарассипе тимлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Вăл Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе кĕçнерникун иртнĕ.

Надежда Луговская юлашки эрнере COVID-9 ытларах аслисене ернине каланă. Ачасем хушшинче чирлеслĕх шайĕ пысăк мар. Ведомство ертÿçин шухăшĕпе, аслă çулхисен ытларах пайĕ инфекцие обществăлла транспортра «çаклатать». Мĕншĕн тесен унта нумай чухне социаллă дистанцие пăхăнмаççĕ тата маска тăхăнма ÿркенеççĕ. Çавăнпа та Роспотребнадзор пассажирсене автобуссемпе троллейбуссен тата маршрут таксийĕсен салонне маскăсăр кĕме чарма сĕннĕ. Паллах, коронавирусран сыхланассине пурте усă куракан ытти вырăнсенче те вăйлатмалла.

Олег Николаев бизнес-сообществăна предприятисемпе организацисенче санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсене пăхăннине тĕрĕслес процеса явăçтарма хушнă.

– Бизнес хăй хăрушсăрлăх мелĕсене пăхăнма чĕнсе калани тĕрĕс тесе шутлатăп. Бизнесăн та социаллă яваплăх пулмалла вĕт, унăн хăйне хăй йĕркелеслĕхĕ аталанмалла, – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ.

Районта маска режимне пăхăннине тĕрĕслессипе тăтăшах рейдсем пыраççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика