РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Атте – çирĕп тĕрев, ырă тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020 10:36 Просмотров: 595

Ачасене амăшĕн çеç мар, ашшĕн юратăвĕпе тимлĕхĕ те кирлĕ. Воспитани ĕçĕнче иккĕшĕ те пĕлтерĕшлĕ. Арçын ача ÿссе çитĕнсен ашшĕ пек пуласшăн, хĕрачасем вара пулас мăшăрта ашшĕне «курма» тăрăшаççĕ.

Кашни арçыннах ашшĕ пулма пултарать, чăн-чăн атте вара – пурте мар.

Çак каларăш Чăваш енре çирĕплетнĕ çĕнĕ уявшăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Олег Николаев пуçарăвĕпе республикăра октябрĕн юлашки вырсарникунĕнче Атте кунне паллă тăвăпăр. Уява çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçри ашшĕн рольне, çемье тăнăçлăхне ÿстерес тĕллевпе çирĕплетнĕ. Ун йĕркипе республикăра чылай мероприяти ирттерме палăртнă.

Вăрнар районĕ те вĕсене хаваспах йышăнчĕ. Виçĕмкун районти культура çуртĕнче ашшĕсен ячĕпе концерт пулчĕ.

Ăна ытларах ачасен вăйĕпе йĕркелени ăшăлăх, çепĕçлĕх туйăмĕсене вăратрĕ. Пĕчĕк артистсем хăйсен юратăвне юрă-ташă урлă кăтартрĕç. Вера Блинова, Александра Орешкина, Алина Федорова, Софья Блинова, Снежана Семенова, ача-пăча пултарулăх çурчĕн вокал (ертÿçи Мария Сурмина) «Первый шаг» тата «Ритмикс» хореографи (ертÿçи – Оксана Трофимова) ушкăнĕсем, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем Ирэна Егорова тата Валерия Журавлева (ертÿçисем Наталья Валерианова тата Елена Сухарева) илемлĕ номерсем парнелерĕç. «Зорюшка» ушкăн, уйрăм юрăçсем Александр Васильев, Оксана Волкова программăна пуянлăх кĕртрĕç.

– Çемьере ашшĕн ролĕ çав тери пысăк. Вăл мăшăрĕшĕн, ачисемшĕн çирĕп тĕрев, ырă тĕслĕх пулса тăрать. Уйрăмх ывăлĕсене чăн-чăн арçын пулмаллине кăтартать. Çавăнпа та вĕсем хăйсем çемьере кирлĕ çын пулнине туйччăр, амăшĕсем вара вĕсене пулăшса пыччăр, – терĕ пухăннисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов.

Уяв тăршшĕпех экран çинче ашшĕсене халалланă, саламлă картинăсем улшăнса тăчĕç. Мĕнле-ха вăл манăн атте? Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти вĕренекенсем çакна хăйсен ÿкерчĕкĕсем урлă кăтартрĕç.

Атте кунне халалласа районти шкулсенче, клубсемпе библиотекăсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ