Тĕп тĕллев – инкекрен хÿтĕлесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.10.2020, 10:53 Просмотров: 268

Çĕнĕ коронавирус пуçтахланать, куратпăр, лару-тăру çĕршывĕпех çивĕчленсе пырать. Пирĕн республикăра вăл хальлĕхе тĕрĕслеврех пулин те йÿле кайма юрамасть. Чирлисен шучĕ тăрук хăпарса ан кайтăр тесен хăрушсăрлăх мерисене çине тăрсах пурнăçлани кирлĕ, тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнесеренхи планеркăра.

Хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсене вăл обществăлла вырăнсен дезинфекцине тăтăшлатма, мероприятисене мĕнпур хÿтлĕх мелĕсене пăхăнса ирттерме чĕнсе каланă.

Шел те, хăшпĕр граждансем те, организацисем те лару-тăру кăткăслăхне ăнланасшăн мар. Çавăнпа та, хăрушлăх мерине пăхăнманнисене палăртма, тĕрĕслевсене вăйлатма хушнă регион пуçлăхĕ. Анчах ку мерăсен тĕллевĕ юриех айăпласси е штраф хурасси мар, çынсене май килнĕ таран инкекрен хÿтĕлесси, тенĕ.

Çĕнĕ инфекци сарăлассинчен сыхланасси районта та тĕллевлĕ пурнăçланать. Ял-хула поселенийĕсенче туса хунă мобильлĕ ушкăнсем пĕрмаях ĕçре. Çынсене обществăлла вырăнсенче маскăсем тăхăнмаллине, алсене дезинфекци шĕвекĕсемпе сиенсĕрлетмеллине, социаллă дистанцие пăхăнмаллине, чиртен хÿтĕленмелли ытти майсене ăнлантараççĕ. Лару-тăру çивĕчленнине кура, предприятисемпе организацисене тухса çÿресе халĕ рейдсем кашни кунах иртеççĕ. Поселокра кăна мар, ялсенче те.

Октябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне, акă, район администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, администрацин тата полици пайĕн сотрудникĕсенчен йĕркеленнĕ ушкăнсем 954 суту-илÿ объектне, обществăлла апатланăвăн 603 предприятине, 232 транспорт хатĕрне тĕрĕсленĕ. Унсăр пуçне, нумай хваттерлĕ 3595 çурта, 369 чарăну павильонне, обществăлла 385 вырăна дезинфекци майĕпе сиенсĕрлетнĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче суту-илÿ точкисенче санитари правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерсе 487 сĕнÿ панă.

Административлă правăна пăснăшăн явап тыттарма тивнĕ тĕслĕхсем те пур. Граждансем уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курманшăн мобильлĕ ушкăнсем пĕтĕмпе 10 протокол çырнă. Вĕсенчен саккăрăшне судра пăхса тухнă ĕнтĕ, асăрхаттару пама йышăннă. Тепĕр 2 протокол тĕлĕшпе те кĕçех тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç. Мобильлĕ ушкăнсен ĕçне район администрацийĕн, поселенисен, район хаçачĕн официаллă сайчĕсенче туллин çутатаççĕ. Унтах фотоотчетпа паллашма пулать.

Октябрĕн 26-мĕшĕнче, сăмах май, Mobnius электронлă системăна ĕçе кĕртнĕ. Вăл мобильлĕ ушкăнсен маршрутне «йĕрлеме», тĕрĕсленĕ обществăлла территорисен шутне пĕлме май парать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика