Хаçатра ĕçленĕ вăхăтсене ăшшăн аса илетĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.10.2020, 10:53 Просмотров: 313

Шкулта лайăх вĕреннĕ. Аккапа иксĕмĕр камăн кĕнеке-парнесем нумайрах тесе тавлашаттăмăр, кашниех хăйĕнне шутлаттăмăр. Пире, лайăх ĕлкĕрсе пыракансене, ялти, Хирпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, уявсенчи линейкăсенче (шкул коридорĕ вăрăмччĕ, линейкăсем çавăнта иртетчĕç) кĕнекесемпе чыслатчĕç, хавхалантаратчĕç. Аккапа иксĕмĕрĕн те кĕнеке-парнесем чылайччĕ.

Аттепе анне ятламан пире. Вĕсен вăхăчĕ те пулман. Анне вара хăшпĕр чухне задача шутлама пулăшатчĕ. Эпир пĕлÿ патне хамăрах тăрăшса талпăннă. Сăвă вĕренмелле-тĕк, каçпа темиçешер хут лайăх вулаттăм та, ирпе тăнă-вăраннă тĕле ăна пăхмасăр калама пултараттăм.

Сакăр класс пĕтерсен эпĕ, ачаллах ташша-юрра ăстаскер, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытрăм. Анне вара мана Канаша, медучилищĕне, ярасшăнччĕ. Хăй кăштах чирлекелетчĕ те, медицина сестри тăвасшăнччĕ...

Вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Элĕкри культура çуртĕнче тимлеме пуçларăм. Ĕç-пуçсем кунта ăнса пычĕç. Агитбригадăсемпе концерт лартса çÿреттĕмĕр, спектакльсенче выляттăмăр. Кунти ĕçченсемпе питĕ килĕштерсе вăй хунă. Мана яланах маттур та хастар, пултаруллă çынсемпе ĕçлеме-курнăçма тÿр килнĕ. Çавăншăн хама питĕ телейлĕ тесе шутлатăп. Чи малтанах эпĕ аттепе аннене пуç таятăп. Вĕсем пиллемен пулсан ăслă-тăнлă, куçлă-пуçлă, маттур пулаймăпăр тесе шутлатăп...

1984 çулта шăпам хамăр районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине илсе çитерчĕ. Михаил Алексеевич Васильев редактор мана корректора çирĕплетрĕ. Шкулта тăрăшса вĕренни те чылай пулăшрĕ, паллах. Çамрăк чухне сăвăсем çыраттăм. Пĕр хулăн тетрадь пухăннăччĕ. Çав сăвăсене Калистрат Воробьев сăвăçа та кăтартнăччĕ. Хăшпĕрисем пичетленнĕччĕ те...

Ун чухне хаçат редакцийĕнче арçын-çыравçăсем кăна тимлетчĕç. Г.М.Илепер, П.С.Кошкин, А.И.Степанов, В.В.Николаев, В.И. Москвин, В.Я.Краснов, А.И.Хум, П.И.Краснов, А.П.Васильев. Эпĕ вĕсенчен пуян опыт пухрăм. М.Васильев редактор нихăçан та никампа та хыттăн, сасă хăпартса калаçман. Ытти журналистсем те кăмăллă пулнă, кирлĕ-тĕк пулăшнă. Кашни ытларикун планерка текенни иртетчĕ. Редакторпа ответлă секретарь, ыттисем пурте пухăнса хаçата мĕнле хыпарсем пур, мĕнле калăпламалла, «хаçат кунĕ» теттĕмĕр, хăш материалсене хаçата вырнаçтармаллине калаçнă, сÿтсе явнă. Ĕçĕ нумай пулнă. Чи малтан хаçатри пĕтĕм материалсене алăпа пуçтарнă-çке. Суйлавсем вăхăтĕнче типографинче чылайччен тертленнĕ. Хăшпĕр чухне çĕрле 10–11 сехетчен те хаçат хатĕр пулман.

Эпир редакцинче 4 хĕрарăмччĕ: Татьяна Архиповна Васильева – эпĕ ĕçлеме тытăнсан корректортан корреспондента куçрĕ – материалсем, корреспонденцисем çырма пуçларĕ. Кăмăллă хĕрарăмччĕ. Эпĕ ăна ăшăпа кăна аса илетĕп. Типографине анчах пырсан вăл мана «хамăр» пÿлĕме илсе кĕнĕччĕ те ĕçе мĕнле пуçламаллине ăнлантарнăччĕ. Кунта та вăрттăнлăхсем чылай-çке.

Хыççăн мана: «Эсĕ малтан кантăк çуса тасат. Куратăн, кунти чÿречене решетке тытнă-çапнă. Çавăнпа та малтан алă çитнĕ çĕртине тасат, кайран куç курнине сăтăр...» – терĕ. Тепрехинче тата редакцине çитрĕм те: «Кĕр-ха ман пата, кишĕр кукăлĕ пĕçертĕм, сана та çитерсе кăтартасшăн», – тет. Ун тутине нихăçан та манмастăп, чĕлхе çăтса ямаллаччĕ. Çавăнпах пулĕ кашни Пукравра кишĕр кукăлĕ пĕçеретĕп.

Анатолий Игнатьевич Степанов ответлă секретарь мана: «Эсĕ хаçат ĕçне хăвăртах вĕренсе çитрĕн, маттур, чăн-чăн хаçатçă», – тетчĕ. Çакă вара мана тата тăрăшма хавхалантаратчĕ. Шел, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Хыççăн район хаçатне Михаил Федорович Тихонов ертсе пыма тытăнчĕ. Вăл та анлă тавракурăмлă, кăмăллă журналист. Пĕррехинче М.Тихонов: «Çитес вăхăтрах хаçата компьютерпа калăплама пуçлатпăр. Сана унпа ĕçлеме вĕрентетĕп», – терĕ. Эпĕ вара хăраса ÿкнĕччĕ, тĕлĕннĕччĕ. Епле-ха хаçата компьютерпа калăплама пулать;.. Эпĕ кăна мар, ĕçтешсем пурте çапла шутлаттăмăр: «Пирĕн пата халех çитмест-ха ку çĕнĕлĕх...». Çитрĕ М.Тихонов калани. Вăл мана хăйĕн хыççăн иккĕмĕш район хаçатне компьютерпа калăплама вĕрентрĕ-хăнăхтарчĕ. Паллах, курманни-пĕлменни хăратать. Тытсан вара ĕç малаллах каять. Михаил Федоровича та эпĕ ăшшăн аса илетĕп. Вăл редакторта тимленĕ вăхăтра туслăн ĕçлеттĕмĕр. Йĕпреç район хаçатĕнчи ĕçтешсемпе çирĕп çыхăну тытаттăмăр. Тĕлпулусем ирттереттĕмĕр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаттăмăр.

Эпĕ çав çулсенче хамăр хаçатра «Çемье ăшши» страница тытса пыраттăм. Ялсене, учрежденисене тухса çÿресе çынсемпе нумай курнăçаттăм-калаçаттăм.

Мана чылай редакторпа тимлеме тÿр килчĕ. М.Ф.Тихонов хыççăн редактор рульне Альбина Дмитриевна Фомина тытрĕ. Анлă тавракурăмлă журналист, чăн-чăн редактор. Вăл халĕ те тĕп хулара журналистрах тимлет. Районта ăна палламан-пĕлмен çын çуках. Вăл ĕçленĕ çулсенче мана Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чыслрĕç.

Эпĕ ĕçленĕ çулсенче хамăр районти чылай хĕр-упраçпа каччă, журналист специальноçне алла илнĕскерсем, редакцире практикăра пулчĕç. Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ халĕ те хаçат-журналсенче тимлет.

А.Фомина хыççăн «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçатне Вячеслав Васильевич Николаев ертсе пычĕ. Ăна та районта, республикăра пĕлмен çын çук. Вячеслав Васильевич уçă кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр çынччĕ. Килен-каяна ăшшăн кĕтсе илетчĕ. Унпа тĕнчере мĕн пулса иртни, паллă çынсем çинчен, хăвна кăсăклантаракан пĕтĕм хыпар-пулăм пирки калаçма меллĕччĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл чăн-чăн энциклопеди пекехчĕ. Тахçан, нумай çул каялла пулса иртнĕ ĕç-пуçа, хыпара астăватчĕ. Сĕнÿ-канаш паратчĕ. Шел, унăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Вăл чир-чĕре пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ольга Геннадьевна Куликова писателе те районта кăна мар, республикипех аван пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче мана та унпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Унăн кĕнекисене, пурнăç, юрату, çухату çинчен çырнăскерсене, çынсем юратса вулаççĕ. Уçă кăмăллă çак маттур хĕрарăма та ырăпа кăна аса илетĕп.

Бухгалтерта Светлана Михайловна Михайлова тимлетчĕ. Тивĕçĕсене лайăх пĕлетчĕ, ăслă хĕрарăм. Ун хыççăн вара бухгалтерта Алисса Петровна Беляева ĕçлерĕ. Машинисткăра Елена Владимирова, çуса тасатас-тирпейлес çĕрте Елена Трофимовна Степанова тăрăшнă. Район хаçачĕн редакцийĕнче 30 çул ытла тимлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та кăштах ĕçлеме ирĕк пачĕç.

Халĕ хаçат редакторĕнче Светлана Валериевна Чикмякова хастар та сатур хĕрарăм тăрăшать. Анлă тавракурăмлă, вăйлă, хăватлă, кăмăллă та маттур журналист. Редакцинче тимлекенсем халĕ пурте специалист-журналистсем. Хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, анлă тавракурăмлă, опычĕсем пысăк.

Редакцире ĕçленĕ çулсене яланах ăшă кăмăлпа аса илетĕп. Вĕрентекенсене, сĕнÿ-канашсем парса пулăшнă ĕçтешсене чĕререн тав тăватăп. Район хаçачĕн 90 çулхи юбилейĕ çитсе пынă май унта ĕçлекенсене, ĕçленисене, халĕ хаçата çыракансене çирĕп сывлăх сунатăп.

Вера УБАКОВА,

ĕç ветеранĕ,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика