РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

90 çул – вулаканпа пĕрле!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.10.2020 10:54 Просмотров: 89

Ыран, ноябрĕн 1-мĕшĕ, «Çĕнтерÿ çулĕшĕн» çав тери чаплă пулăм – эпир, хисеплĕ вулаканăмăрсем, сирĕнпе юратнă хаçатăн 90 çулхи юбилейне паллă тăватпăр

Çак тапхăрта «Çĕнтерÿ çулĕн» пĕтĕмпе 11452 номерĕ пичетленсе тухнă. Нумайăшĕшĕн район хаçачĕ çемье тусĕ, çывăх юлташ пулса тăнă. 90 çулта пĕтĕмпе миçе çын вуланă-ши ăна – шутласа та кăлараймăн.

Аталану çулĕпе

Паллах, историшĕн 90 çул нумай мар, анчах та çыншăн – вăрăм çул. Паян хаçата алă пусса кăларакансене аса илмесĕр май çук. Чи малтан ун пуçĕнче Иван Комаров тăнă. Хыççăн ăна Яндушкин, Денис Обофоров, Григорий Алендеев, Ф.Ефимов, Иван Павлов, Пимен Афанасьев, Семен Сергеев, Ф.Филиппов, Евсей Воробьев, Ефим Волков, Валериан Цыпленков, Вениамин Шахалов, Арсентий Павлов, Петр Тихонов, Анатолий Толмасов, Николай Яковлев, Михаил Васильев, Павел Николаев, Анатолий Степанов, Михаил Тихонов, Альбина Фомина, Вячеслав Николаев редакторсем улăштарнă. Тĕрлĕ çулсенче тимленĕскерсем, кашниех хаçат ĕçне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Кам сахалрах, кам нумайрах ĕçленĕ, анчах та кашниех коллективпа пĕрле тăван тăрăхăн историйĕн пĕр пайне çырнă.

Ветерансем – хаçатра, типографире ĕçленисем – хисепре. Хаçата, пичет продукцине алă вĕççĕн калăпланине паян ĕненме йывăр. Çитĕнекен ăрушăн ку, ахăртнех, сĕм авал пулнăн туйăнать. Анчах кунашкал тапхăр та пулнă. Аслă ăрури ĕçтешсем йывăрлăха пăхмасăр кашни номере чунне хывнă.

Паян хаçатра вăй хуракансем пурте – Альбина Фомина тата Вячеслав Николаев редакторсен шкулĕнче ăсталăх пухнисем. Пысăк пайне, вунă çул ытла, коллектив Вячеслав Васильевичпа пĕрле ĕçлерĕ, пысăкрах та пысăк ĕмĕтсем патне туртăнчĕ. Шел, 50 çул журналистикăра ырми-канми тăрăшнă çыннăн кăçалхи май уйăхĕнче пурнăçĕ кĕтмен-çĕртен татăлчĕ...

Хаçатçăсен паянхи ăрăвĕ аслă ĕçтешсен опытне малалла аталантарса пырать. Коллектив, маларахри çулсенчипе танлаштарсан, пысăк мар. Тин ĕçлеме килсен, сăмахран, «Çĕнтерÿ çулĕнче» журналистсем кăна çиччĕнччĕ. Паян çав калăпăшах виççĕн çырса тултараççĕ. Ĕçлеслĕхĕ, профессионализмĕ вĕсен чăннипех пысăк.

 

Хаçат тантăшĕсем

Миçен-ши вĕсем хаçатпа пĕр çулта – 1930-мĕшĕнче, çуралнисем; Районта «Çĕнтерÿ çулĕн» тантăшĕсем пĕтĕмпе 65-ĕн пурăнаççĕ.

Вĕсем – вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем, çĕршыва тĕрлĕ тапхăрта çĕкленисем, ĕçре пиçĕхнисем.

Вĕсенчен пĕри – пирĕн хаçат тусĕ Петр Никифорович Никифоров. Вулакансем унăн сăввисене чунтан хапăллаççĕ, ун йĕркисенче хăйсен ялне, пурнăçне кураççĕ. Вăл Калининăри педагогика училищинчен, унтан Канашри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Калининăри ача çуртĕнче вăй хунă. Районсене пĕрлештерсен вăтам шкулти, унтан Кÿлхĕрринчи сакăр класс вĕренмелли шкулти ачасене пĕлÿ тĕнчипе туслаштарнă. Петр Никифорович май уйăхĕнче 90 тултарчĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕн» тепĕр тантăшĕ, нумай çулхи çывăх тусĕ – Туçи Çармăсри Харитон Петрович Петров. «Темĕнле пысăк ĕçе тытăнсан та хаçата килсе парсан ăна вуласа тухмасăр та вырăнтан хускалмастăп. Районта нумай çынна паллатăп та, «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисенче вĕсене курсан питĕ хĕпĕртетĕп», – тет вăл.

Сăмах май, ноябрьте 90 çулне кĕтсе илме хатĕрленекенсем çиччĕн. Анаткас Хапăсри Анна Чукмаркина, Вăрманкасри Михаил Зайцев, Хапăсри Антонина Шоркина, Пăртасри Анна Волкова, Малтикас Ялтăрари Зоя Иванова, Чăрăш Ишекри Надежда Кузнецова тата Кивçурт Мăратри Зоя Никифорова.

Районта, предприятисем хушшинче те хаçат тантăшĕсем пур. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ мартăн 15-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Хăватлă предприяти «Çĕнтерÿ çулĕпе» тачă çыхăну тытать. Çакăншăн ун ертÿлĕхне Александр Усковпа Владимир Свешникова, пресс-служба ĕçченне Людмила Иванована пысăк тав.

 

Пĕрлехи çуралнă кун

Ыран, ноябрĕн 1-мĕшĕнче, «Çĕнтерÿ çулĕпе» пĕрле çуралнă кунĕсене паллă тăвакансем те чылай. Пирĕн ĕçтешĕн, Елена Порфирьеван, аслă ывăлĕ, акă, çиччĕ тултарать. Вăрнарта пурăнакан Ларисăпа Сергей Николаевсен кĕçĕн хĕрĕ пĕр çула çитет. Вĕсем, паллах, çĕнĕ ăру ачисем. Апла пулин те ÿссе пынăçемĕн вĕсем те ăшшĕ-амăшĕ пек пичет сăмахне юратасса чĕререн шанатпăр.

Çавăн пекех ыран хаçатăн социаллă сетьри тусĕ – Мачамăшри Леонид Егоров та çуралнă кунне уявлать. Вĕсене ĕмĕр тăршшĕпе çĕнтерÿллĕ çулпа утма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

 

Ĕмĕрлĕх çырăнаççĕ

Паллах, 90 çул хушшинче чылай улшăнусем пулнă: çĕршывра та, çынсен пурнăçĕнче те. Хаçат та, ун сăнĕ те, ячĕ те ылмашăннă. Анчах та пĕр туйăм çаплипех юлнă – çыруллă сăмаха юратни.

Вуншар çул каяллахи хаçатсене кашниех алла тытса курнă ĕнтĕ. Килĕшетĕр-и, вĕсем темĕнле асамлă туйăм çуратаççĕ, шухăшпа çав тапхăра тавăраççĕ. Çак çулла, пурнăçран уйрăлнăранпа шăп та лăп çур çул çитнĕ кун, аттен, Валерий Павлович Григорьевăн, пултарулăх папкинчи хучĕсене уçа-уçа лартăм. Алçырăвĕсенчен ытла ун тĕрлĕ хаçатсенче пичетленнĕ статйисем нумай. «Çĕнтерÿ çулĕнче» кун çути курнисем те чылай. Кăсăклансах вĕсен пичечĕн тепĕр енĕсене те çавăрса пăхрăм – мĕн çинчен çырнă-ши вăл çулсенче; Уйрăмах пĕр таблица тыткăнларĕ. Паянхи хаçатçăсемшĕн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ те – унпа тимлесех паллашрăм. Ку хăш ялта миçе хаçат çырăнни пулчĕ. 1976 çул. Танлаштаруллă кăтартусем, ахăртнех, вулакансене те кăсăклă пулĕç.

Чăн та, хаçатри йĕркесем тăван район аталанăвне, ун çыннисен пурнăçне, ĕçне кун дневникĕнчи пек кăтартаççĕ. Хастарлăхĕ-çитĕнĕвĕсем мухтанма хистеççĕ.

Статья-заметкăсем, çивĕч ыйтусем, вулакансен çырăвĕсем чуна хускатаççĕ. Вĕсем чăннипех хаклă. Мĕншĕн тесен хаçат тĕркемĕсене пула çулсем иртсен те районăн тĕрлĕ тапхăрти пульсне пĕлме пулать.

 

Ватăлма васкамастпăр!

«Çĕнтерÿ çулĕ» тĕрлĕ сенсацисем, кĕске вăхăтлăх чап хыççăн хăваламасть. Вăл Вăрнар çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăнакан çынсен кун-çулĕпе, районта, республикăра пулса иртекен чăн пулăмсемпе паллаштарать, вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет.

Шывсăр ÿсентăран типнĕ пекех вулакансăр хаçатăн пурнăçĕ те кĕске. Районăн вĕçĕмсĕр кĕнекине сыхласа хăварас тесен малашне те пĕрле пуласчĕ. Хаçат юбилейĕ – пĕрлехи уяв. Çавăнпа та «Çĕнтерÿ çулĕн» тусĕсене çак сумлă кунпа саламласа тав тăватпăр.

Почта ĕçченĕсем тĕлĕшпе ырă сăмахсем калатпăр. Вĕсем – «Çĕнтерÿ çулне» çемьесене çитерекенсем çеç мар, пире вулакансемпе туслаштаракансем те.

Хамăрпа таччăн çыхăнса ĕçлекен организаци-предприятисене – район администрацине, полици пайне, район прокуратурине, налук, пенси фончĕн, социаллă хÿтлĕх службисене, вĕрентÿ, культура тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне, Вăрнарти аш-какай комбинатне, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводне, «Энергостроймонтаж» обществăна, Калинино райпоне, ыттисене – пысăк тав.

Хаçат вырăнсенчи çырусемпе уйрăмах пуянрах курăнать. Хастар обществăлла корреспондентсен ячĕсене те асăнар: Михаил Васильев, Вениамин Сорокин (Вăрнар), Нина Парамонова (Малтикас Ялтăра), Вячеслав Алексеев (Кивçурт Енĕш), Федор Кузьмин (Хурăнсур Çармăс), Нина Гречко (Шупашкар), Людмила Иванова (Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ), Елена Анисимова (район администрацийĕ), Василий Иванов (Тимĕрçкасси), Геннадий Иванов (Пăртас), Тамара Бондарь (Тĕмпек), С.Уйкас тата Б.Янсарин авторсем.

90 çул тултарчĕ пулин те, «Çĕнтерÿ çулĕ» ватăлма васкамасть-ха. Эпир ăслăлăхпа ăсталăха пухса малашне те вулакан патне çитесшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ