Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.10.2020, 10:55 Просмотров: 246

Тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Пĕтĕмлетÿ тума, çĕнĕ тĕллевсене палăртма вăхăт.

– Кăçал ĕç коллективĕсене коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшпе лăпках мар вăхăтра тăрăшма тиврĕ. Апла пулин те вĕсем палăртнă тĕллевсене аван пурнăçларĕç. Тепĕр тесен, ку ял хуçалăх çулталăкĕ çĕр ĕçченĕшĕн ăнăçлă пулчĕ. Сар хĕвелĕ те хăйĕн ăшшине хĕрхенмерĕ, çумăрĕ те çителĕклĕ çурĕ. /сен-тăран парка çитĕнчĕ. Акă, районти аграрисем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 64 пин тонна пухса илме пултарчĕç. Вăтам тухăç – 36,2 центнер. Пĕлтĕр уй-хир ылтăнне 55 пин тонна çапса тĕшĕленĕччĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов. – Палăртмалла, кăçал тĕш тырăсене тата пăрçа йышши культурăсене мĕн чухлĕ пухса кĕртнипе тата тухăçлăх енĕпе пирĕн район тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсемпе вара Вăрнар тăрăхĕ республикăри экономика ăмăртăвĕнче темиçе çул ĕнтĕ тăтăшах мала тухать.

Хура çăкăр хура тарсăр çитĕнмест. Хресчен ырми-канми тăрăшнипе пирĕн сĕтел апат-çимĕçрен тулăх. Професси уявне çĕр ĕçченĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Чи пысăк тухăç – çавалкассен. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн уй-хир ăстисем тыр-пула кашни гектар пуçне 47,5 центнер пухса илнĕ. «Мураты» кооперативра тăрăшакансен те мăнаçланма сăлтав пур. Тырă тухăçĕ 47 центнерпа танлашнă. Хирпуçсем те юлмаççĕ. «Победăра» вăй хуракансен ĕç кăтартăвĕ – 42, 9 центнер.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 20 пин тонна ытла тырă пухса кĕртнĕ, кашни гектартан вăтамран 40 центнер тухăç илнĕ. Предприятире кукуруза çитĕнтерессипе тăрăшуллă тимлеççĕ. Ял хуçалăх культурине тĕшĕлĕх те çапса илеççĕ.

Ĕç çыннисем пулас тухăçшăн та тăрăшаççĕ – кăçал кĕр тыррисене 6402 гектар акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухи 11 пин гектар ытла тунă.

Тĕп ял хуçалăх культурисенчен пĕри – çĕрулми. Предприятисем «иккĕмĕш çăкăра» 8900 тонна ытла пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – 256 центнер. Çĕрулми уйрăмах «Агрохмельте» ăнса çитĕннĕ – кашни гектартан 300 центнер тухнă. Çак хуçалăхăн хăмла плантацийĕ те хăватлă.

Фермăсенче тăрăшакансен ĕçĕ те кăтартуллă. Аш-какай тата сĕт туса илесси 9,2 тата 8,7 процент ÿснĕ. Ку кăтартусемпе район республикăра виççĕмĕш тата иккĕмĕш вырăнсенче. Кăçалхи тăхăр уйăхра районти ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 8400 пуçпа танлашнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 233 пуç ÿснĕ. Сăвакан ĕнесен йышĕ те пысăкланнă. Пĕтĕмпе хушка пуçсем – 3243. Калас пулать, сăвакан ĕнесен 62 проценчĕ – ăратлă.

Аграрисем паянхи кун-çул уттинчен юлмаççĕ. Хальхи вăхăтри технологисене алла илеççĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе хастарлăх кăтартаççĕ. Тирпейлекен промышленность предприятийĕсем те производство хăватне çултан çул ÿстерсе пыраççĕ.

Ял хуçалăхĕ – район экономикин тĕп секторĕ. Патшалăх ял çыннисем хăтлă условисенче пурăнччăр тесе майсем туса пама тăрăшать. Акă, çулталăк пуçланнăранпа «Ял ипотеки» программăпа 43-ĕн усă курнă ĕнтĕ. Ял территорийĕсене аталантарма та сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика