РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Йывăр вăхăта пăхмасăр тăрăшса ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020 10:58 Просмотров: 77

Пирĕн аслаттепе аслапай – вырăс йăхĕсем. Асатте Павел Александрович, арăмĕ Елена пулнă.

Вăл вăхăтра Вăрманкас ялĕ пулман, унта вăрман ÿснĕ. Ку вырăна вĕсене, Кушлавăш вырăсĕсене, ссылкăна янă. Асатте вăрман касса пÿрт лартса пурăнма тытăннă. Çавăнтан пуçланса кайнă та Вăрманкас ялĕ.

Ман атте Игнатий Павлович Павлов 1898 çулта çуралнă. Апай – Нурăс хĕрĕ, Евдокия Прохоровна Павлова, 1899 çулхи. Атте граждан вăрçине хутшăннă, аманнă. Пурпĕр ăна финн вăрçине илсе кайнă, каллех аманнă, хыпарсăр сакăр уйăх çухалса пурăннă хыççăн киле таврăннă. Эпир вунă ача пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те илнĕ ăна, костыльпе çÿрекенскернех, Германие çитичченех çапăçнă, вăрçă чарăннă хыççăн çеç киле таврăннă.

Фронта иличчен колхоз тунă çĕрте тăрăшнă, сельсоветра ĕçленĕ, кайран та колхоз бухгалтерийĕнче вăй хунă. Сывлăхĕ начарланнă пирки ăна утарçăна куçарнă.

Унăн Михаилпа Петр шăллĕсем пулнă. Петр салтакран таврăнман, фашистпа çапăçса пуçне хунă. Михаил милицире ĕçлесе пурăнчĕ.

1943 çул питĕ çумăрлă килчĕ, çĕрулми анкартинчех çĕрме тытăнчĕ. Сакайне кĕртсе хуман. Пиччесем вăрмана кайса юман йĕкелĕ пуçтаратчĕç, ăна вутă çуннă çĕре пăрахса пĕçерсе çинĕ.

Эпĕ 1931 çулта Вăрманкас ялĕнче çуралнă. Шкула Нурăса çити утнă. Вăл вăхăтра кашкăрсем нумайччĕ. Пĕррехинче вĕсем хытах тапăнчĕç. Çакăн хыççăн шкула çÿреме пăрахрăм.

17 çул тултарсан вăрман касма ячĕç, 45 фесметр норма пачĕç. Йывăçсене пăчкăпа туртнă.

Вăл вăхăтра трахома чирĕ сарăлнă, эпĕ те курссенче вĕрентĕм. Мана Хапăса ячĕç. Пĕр çул ĕçлесен тин кăна салтакран таврăннă каччăпа паллашрăм, пĕрлешсе Красноярск хулине тухса кайрăмăр. Ют вырăнта тĕпленеймерĕмĕр, икĕ çултан тăван ялах таврăнтăмăр. Мăшăр колхоза механика вырнаçрĕ, каярахпа шкул ачисене машинăпа трактор ĕçне вĕрентме куçрĕ. Эпĕ химзавода ĕçе кĕтĕм. Унта мостовой кран çинче вăй хурса коммунизмла ĕç ударникĕ, отличник-химик ятсене илме пултартăм. Ман сăна заводăн Хисеп хăми çине вырнаçтарчĕç. Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи те пулнă. Заводран пăрахнă хыççăн 1996 çулччен колхозра ĕçлерĕм.

Халь килте пĕччентерех пурăнатăп. Урапа 90 çул çине пусрăм.

Пĕртăвансем вуннăн ÿсрĕмĕр эпир. Хальхи вăхăтра Ольга йăмăкпа юлтăмăр.

Нина ТИМОФЕЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ