РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Хастар та вилĕмсĕр паттăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020 10:58 Просмотров: 94

Хрисан Никифорович Кузнецов. Аслă сержант. Фронтран çĕнтерÿçĕ салтак ячĕпе таврăннă. 1918 çулта Тимĕрçкасси ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕсен йăхĕ мĕн авалтанах тимĕрçĕ лаççинче ĕçлесе пурăннă. Вĕсем патне тавраран арман йĕкисене хурçă хывтарма пынă. Ашшĕпе амăшĕ те тимĕрçĕ лаççинче пĕрле вăй хунă. Çемье 10 çынтан тăнăран çиме те, тăхăнма та çитсе пыман. Çĕнĕ çăпатана чăлт шурă тăлла сырсан вара килти ачасен уяв çитнĕпе пĕрех пулнă. Колхоз йĕркеленĕ вăхăтра ашшĕ унта чи малтан кĕнĕ.

Хрисан Никифорович 1928–1932 çулсенче Туçи Çармăсри пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 5-мĕш класа Кĕçĕн Кипекри колхоз çамрăкĕсен шкулне кайнă. Хыççăн 1938 çулта Калининăри педагогика училищи çумĕнчи учительсене хатĕрлекен икĕ уйăхлăх курсра вĕреннĕ, унтан Кайри Тукай шкулĕнче ĕçлеме тытăннă.

1939 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕччен Туçи Çармăс шкулĕнче тимленĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Петĕр пиччĕшĕпе пĕр кунта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вĕсене чи малтан Киев çывăхĕнчи Васильков хулине çитернĕ. Финн вăрçи тапрансан Петĕр пиччĕшне хĕçпăшал тиенĕ эшелона ăсатма илсе кайнă. Х.Кузнецова Перемышль хулине куçарнă. 1941 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар уявĕпе питĕ чаплă çар парачĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче площадь çывăхĕнчи тăватă хутлă çурт чÿречинчен пулеметран парад çине шатăртаттарма тытăннă. Темиçе салтак вилнĕ, аманнисем те сахал мар пулнă. Августра вĕсене Львов çывăхĕнчи Галич хулине куçарнă. Кунта понтоннăй полк вырнаçнă пулнă.

Çар шкулĕнче вĕренсе Хрисан Никифорович отделени командирĕ пулса тухнă. «Отличник РККА» тата «Отличник-понтонер» паллăсене илме тивĕçнĕ. Пултаруллă салтака полк штабĕн писарьне çирĕплетнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче вĕсене Бережаны хула çывăхĕнчи вăрманта çуллахи лагере вырнаçтарнă. Кунта понтонерсене кунĕн-çĕрĕн вĕрентнĕ.

Июнĕн 21-мĕшĕнче Киев çар округĕнчен килнĕ пĕр лектор «Тĕнчери лару-тăру çинчен» лекци вуланă. Вăл вăрçă-мĕн пуласси çинчен пĕр сăмах та шарламан. Лекци итлесе пĕтерсен салтаксене «За границей» ятлă кинофильм кăтартнă, ыран – вырсарникун – канмалла, пĕр сехет каярах çывăрса тăмалла тенĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕ. Аслати сасси пек хăрушшăн кĕмсĕртетнĕ сасă лагерьти салтаксене ыйхăран ирхине 3 сехетре вăратнă. Çав кун тăшман пирĕн мирлĕ хуласем çине ирхине ирех, хăйĕн самолечĕсене ярса, бомбăсем тăктарса, историнче пулман ирсĕр ĕçе тапратса янă. Х.Кузнецовсем вырнаçнă лагерь çумĕнчех Хĕрлĕ Çарăн аэродромĕ пулнă. Унта мĕн пулса иртнине тавçăрса та илеймен, аэродрома çийĕнчех çунтарса янă, пĕр самолет та сывлăша çĕкленеймен, понтонерсен лагерьне икĕ самолет вĕçсе кĕрсе черетĕн-черетĕн шатăртаттарнă. Виçĕ хут вĕçсе çаврăннă хыççăн самолетсем хĕвеланăçнелле кайса çухалнă.

Санитаркăсем вилнĕ тата аманнă салтаксене палаткăсенчен йăта-йăта тухса çырмари ирĕклĕ вырăна хунă. Хрисан Никифоровичсен полкĕнче ирхине 4 сехетрех 100 çын ытларах стройран тухнă, вĕсенчен 43-шĕ куçĕсене ĕмĕрлĕх хупнă.

Хрисан Никифорович çырса хăварнă йĕркесем:

«Палаткăсене, ытти ăпăр-тапăра пуçтарса машинăсем çине хума приказ пулчĕ. Вĕсене майласа пĕтерсен, пухнă палаткăсем вырăнĕнче мĕн те пулин юлнипе юлманнине тĕрĕслеме хам отделенири пĕр салтакпа утатпăр. Вăл малта, эпĕ вара 10–15 метр хыçра. Куç тĕлне пулнă пĕр чăмăрккана ярса тытрĕ çав салтак. Унччен те пулмарĕ, çак япала шартлатса арканса кайрĕ. Палтах тĕшĕрĕлсе анчĕ ман юлташ, пырши-пакарти йăтăнса тухрĕ, карласа юн юхать. Питĕ хăрушă! Калама çук хăрушă! Çавăн хыççăн виçĕ талăк апат та анмарĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕ виличчен те асăмран тухас çук!»

Çак вырăнтан вĕсене вăрманти пĕр чăтлăха илсе çитернĕ. Х.Кузнецова штабăн аслă писарьне çирĕплетнĕ. Вăл штабăн секретлă пайĕшĕн яваплă пулнă.

Кунтан тапранса тухиччен пурне те патронсемпе гранатăсем валеçсе панă. Командовани приказĕпе каялла чакма çула тухнă. Бережаны, Таркополь, Львов, Хмельницкий, Винница хулисене хыçа хăварса хĕвелтухăç еннелле куçса пынă. Днепр шывĕ çывăхĕнчи Канев хули патне чакса çитсен урлă понтонлă кĕпер хывма тытăннă. Çĕр каçиччен 1001 метр сарлакăш каçă тума ĕлкĕрнĕ, икĕ çыран хĕррине те çирĕплетнĕ. Çак кĕпер урлă Т-34 танксене, тĕрлĕ калибрлă тупăсене, пехотăпа кавалерине каçарса тăнă. Тыткăна лекнĕ нимĕçсене те, аманнă совет салтакĕсене те каçарнă. Кĕпере тăшман çийĕнчех асăрханă, кашни 30 минутран самолетсенчен бомбăсем пăрахма пуçланă. Малтанхи кунах çухрăм тăршшĕ кĕпер вунă хутчен юрăхсăра тухнă.

Понтонерсем хăюлăх кăтартса кĕпере çав кунах каялла сыпнă. Ăна юсавлă тытма тăрăшнă, икĕ эрне хушши ĕçлеттерме пултарнă. Кĕпер пĕр минутлăха та пушă тăман, татти-сыпписĕр техника, халăх куçнă. Сасартăк çак кĕпер çине 50 самолет пĕр харăс вĕçсе килсе бомбăсем пăрахсан, вăл татăлса кайнă. Хăшпĕр паромсем шыв юххипе анаталла юхнă, хăшĕ-пĕри Днепр шывĕ тĕпнелле путнă. Понтонерсем самолетсенчен пытаннă çĕрпÿрте куç умĕнче этем масарĕ туса хунă.

Хрисан Никифорович çирĕплетнĕ сăмаха чăна хурса, çурăлнă бомба хумĕ ăна 3 метр аяккалла ывăтса янă. Хăлхи илтме, чĕлхи калаçма, куçĕсем курма пăрахнă, пуçĕ кашланă. Çак хăрушă самант хыççăн вĕсен кĕпере юсама запасра пĕр деталь те юлман, çынсем тата техника та шутлă кăна.

1942 çулта Çурçĕр Донец, Оскол, Хопер, Дон шывĕсем урлă совет çарĕ валли кĕперсемпе каçăсем тунă. Сталинград патĕнче паромсем туса совет салтакĕсемпе çар техникисене Атăл шывĕ урлă малти линине каçарса тăнă.

1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл штаб çывăхне вырнаçтарнă зениткăна сыхланă. Çав вăхăтра тÿпере нимĕç самолечĕ вĕçсе килсе пĕр парашютиста пăрахса хăварнă. Тĕлĕнмелле, хайхи парашютист штаб кил картинех анса тăнă, Хрисан Никифорович ăна çийĕнчех уринчен персе амантнă, хыççăн хăйĕн аллипе ярса илнĕ. Ку шпион-диверсант çумĕнче темĕн тĕрлĕ хут, питĕ пĕчĕк раци, çырмалли хатĕрсем, топокартта, наркăмăшлă ампулăсем виçĕ штук пулнă. Нижний Мамон çывăхĕнчи вăрманта совет çарĕн пысăк пайĕ пытанса тăнă, диверсантăн çавна тупса палăртма задани пулнă...

Хастар та вилĕмсĕр паттăр Хрисан Никифорович вăрçăн юлашки çулĕсенче 3-мĕшпе 2-мĕш Белорусси фрончĕсенче Днестр, Кăнтăр Буг, Ингул, Днепр, Одер, Висла, Неман шывĕсен тумламĕсене тутанса пăхнă. Çак шывсем урлă понтонлă, кирлĕ чухне плашкоутлă кĕперсем, паромлă каçăсем тунă. Неман, Висла, Одер шывĕсем урлă десантсем каçарса ярса плацдармсем йышăнса илме пулăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вĕсен батальонне Александр Невскин «Хĕрлĕ ялав» тата 3-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕсемпе наградăланă. Хрисан Никифорович Çĕнтерÿ кунне Балти тинĕсĕ хĕрринчи Воллин утравĕнче Свинемюнде хули çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Май уйăхĕн 10-мĕшĕнче ГАЗ-АА автомашинăсем çине ларса Берлин хулине çитсе кĕнĕ. Х.Кузнецов Рейхстаг патне çитсе унăн пÿлĕмĕсене, подвалĕсене веçех кĕрсе курнă. Рейхстаг умĕнче сăнÿкерчĕк туса илнĕ. Совет салтакĕсем ишĕлсе пĕтеймен Рейхстаг стенисем çине, пÿрне пусмалăх вырăн хăвармасăр, Гитлера тарăхса тем те пĕр çырса пĕтернĕ.

Хрисан Никифорович иккĕмĕш хутри çĕмрĕк кантăк çытарри çине пусса стенан тул енне: «Воины 26 ОМПМБ в Берлине. 11.05.1945 г.» тесе кăмрăкпа çырса хăварнă.

Хрисан Никифорович хăй пурăннă чух каласа хăварнă йĕркесем çапла вуланаççĕ:

«Берлина çапăçусемпе çитсе кĕреймен пулин те, унта пулса курни манăн пурнăç историйĕнче пысăк вырăн йышăнать. Рейхстаг умĕнче ÿкерттернĕ фотоÿкерчĕк те ун çинчен яланах астутарса тăрать».

1945 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче Грайхенхаген хулинче, киле ăсатса яма ирттернĕ митингра, Хрисан Никифоровича Тав çырăвне алла панă:

Старшему сержанту Кузнецову Хрисану Никифоровичу

Вам, доблестному воину Красной Армии, участнику боев с немецко-фашистскими захватчиками, сражавшемуся в рядах войск 2-го Белорусского фронта, неоднократно отмеченных благодарственными приказами Верховного Главнокомандующего Генералисимуса Сталина, Военный Совет фронта вручает это Благодарственное письмо, как память о Великой Отечественной войне.

Желаю Вам доброго здоровья и новых успехов в Вашей дальнейшей трудовой жизни на благо нашей Великой Социалистической Родины.

Командующий войсками 2-го Белорусского фронта маршал Советского Союза К.Рокосовский.

Член Военного Совета 2-го Белорусского фронта генерал-лейтенант Н.Субботин.

Начальник штаба 2-го Белорусского фронта генерал-полковник А.Боголюбов.

25 октября 1945 г.

Хрисан Никифорович фронтран таврăнсан шкулта учительте ĕçлеме пуçланă. Ăна 1953–1954-мĕш вĕренÿ çулĕнче Тукайри пуçламăш шкул заведующине çирĕплетнĕ. Вăл тÿрех шкул çумне ачасемпе опытсем ирттерме çĕр участокĕ уйăрттарнă. Шкул валли вăрмантан вутă хатĕрлесе тухасси ун чухне питĕ йывăр ĕç шутланнă. Х.Кузнецов кашни çуллахи каникулта хăй кайса тăрăшнă. 1958 çулта Чăрăш Тукай ялĕнче çине тăрсах Тукай шкулĕн филиалне уçтарнă.

Х.Кузнецов ачасене кĕнеке-тетрадьпе, ручка-чернилсемпе тивĕçтерессипе çине тăрсах ĕçленĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен çак ыйтăва татса парас тесе Вăрнара темиçе те хутланă. Кашни ачана чернил-ручкăпа тивĕçтернĕ. Халăх перепиçĕ пулас умĕн Чăрăш Тукайĕнчи икĕ ача çырма-вулама пĕлмен. Перепись вăхăтĕче хутла пĕлмен çынсем ан пулччăр тесе Х.Кузнецов çав ачасене килĕсене кайса вĕрентнĕ. Çавăн пекех хĕл варринче шкулта вĕренекенсене вĕри сĕтпе тивĕçтерес ыйтăва та ял Советĕнче, колхоз пухăвĕсенче çĕкленĕ.

– Эпир вăрçăра çав ачасемшĕн юн тăкнă, – тенĕ.

1961 çултан çемйипе пĕрле Çĕрпелĕнчи шкулта ĕçленĕ. Кунта музыка культурине аталантарнă. Шкул ачисен хорĕ районти конкурссенче темиçе хут та тĕлĕнтернĕ. Хрисан Никифорович 34 çул ачасене пĕлÿ панă. Ывăнма пĕлмен хисеплĕ учителе ял-йыш темиçе хутчен те ял Совечĕн вырăнти депутатне суйланă. Обществăлла ĕçсенче – суйлав комиссийĕн председателĕ, халăха шута илессипе ĕçлекен комисси членĕ, культура совечĕн членĕ – хăйĕн хĕрÿллĕ активлăхне кăтартнă.

Хрисан Никифорович Кузнецов ял-йышран 2000 çулта ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнă. Ăна халăхпа чыслăн Çĕрпел масарне пытарнă.

Федор КУЗЬМИН.

Хурăнсур Çармăс.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ