Кĕрешÿ тĕсĕсенче палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020, 10:59 Просмотров: 311

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ пуçтахланнипе иртнĕ спорт сезонне сывă пурнăç йĕркин тусĕсем ăмăртусене туллин хутшăнаймасăр вĕçлерĕç.

Анчах та тренировкăсенче куллен пиçĕхессине пăрахăçламарĕç. Çакна Вăрнар спортсменĕсем ку сезонта çине-çинех пьедесталсем çине хăпарни çирĕплетет. Канмалли кунсенче, акă, кĕрешÿ тĕсĕсемпе темиçе ăмăрту та иртнĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем (2004–2005 çулсенче çуралнисем) Чăваш Республикин первенствинче тупăшса малти вырăнсене тухнă. Санарпуç каччи Никита Никандров, Хурăнсур Çармăсри Наталья Тихоновапа Эльвира Филиппова ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Кÿстÿмĕрти Елена Петровапа Санарпуç хĕрĕн Мария Смирнован кĕмĕл медальсем. Санарпуçĕнчи Даниил Андрияновăн – бронза. Хĕрсемпе каччăсем – Виталий Трофимовпа Юрий Львов тренерсен воспитанникĕсем.

Вăрмарта бокс енĕпе иртнĕ уçă первенствăра та спортсменсем Вăрнар район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Марат Васильев, Виссарион Петров, Андрей Иванов, Даниил Юркин çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Дмитрий Михайлов, Дмитрий Петров, Максим Михайлов 2-мĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕрпÿре алă вĕççĕн кĕрешессипе иртнĕ турнирта вара вăрнарсен виçĕ чемпион: Алексей Викторов, Дмитрий Прокопьев (элита ушкăнĕнче) тата Алексей Кириллов (юниор). Тренерĕ – Геннадий Егоров. Ăна çавăн пекех тепĕр воспитанникĕн çитĕнĕвĕпе те саламламалла. Елена Петрова Çĕнĕ Шупашкарта кикбоксинг енĕпе иртнĕ ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика