Белоруссирен – хаклă экспонат

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020, 11:00 Просмотров: 278

Кивçурт Енĕшри Степан Илларионович Илларионов Герой ячĕпе хисепленекен музей-çурт çак кунсенче хаклă экспонатпа – ВИШ-61 винтăн кÿпчекĕпе – пуянланнă.

ПЕ-2 бомбардировщикăн детальне Белорусси Республикинчи Витебск облаçĕнчи Бешенковичи поселокĕнчен ярса панă. Самолет фрагменчĕсене нумаях пулмасть дайверсем Западная Двина шывĕнчен кăларнă.

Бомбардировщика ку тĕлте нимĕç зенитки 1944 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче персе антарнă пулнă. Шăпах çак кун пирĕн ентеш Степан Илларионович Илларионов ку вырăнта паттăрлăх кăтартнă. Западная Двина юханшывĕ урлă пĕрремĕш каçса фашистсемпе çапăçăва кĕнĕ, çапла майпа стрелковăй полка шыв урлă ăнăçлă каçма çул уçнă. Июнĕн 27-мĕшĕнчи юнлă çапăçура вăл паттăррăн пуçне хунă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне ăна вилнĕ хыççăн – 1944 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче – панă.

Экспонат музейра Геройпа çыхăннă ытти япаласемпе пĕрле упранĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика