Пĕлтĕрхинчен тухăçлăрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020, 11:00 Просмотров: 305

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн производстви палăрмаллах ÿснĕ. «Август» акционерлă обществăн филиалĕ 9 уйăхра ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсене 16,6 пин тонна туса кăларнă.

Пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 32 процент ытларах. Продукцисен ытларах пайĕ – гербицидсем, вĕсен производстви 38 процент ÿснĕ, 13,2 пин тоннăпа танлашнă. Ăна туса кăларассипе заводра пысăк тоннажлă виçĕ цех ĕçлет.

Гербицидсен производствине, тĕсĕсене ÿстерни ял хуçалăх предприятийĕсем нульлĕ технологи – культурăсене çĕре сухаламасăр акни – çине куçнипе, ку препаратсене туянаслăхĕ ÿснипе те çыхăннă.

Дачăра, пахчара, килти хушма хуçалăхра усă курмалли препаратсен производстви те 12 процент ÿснĕ, пĕчĕк фасовкăпа вĕсене 9 уйăхра 1,7 пин тонна туса кăларнă. Полимерлă канистрăсене – 33, савăтсене, стакансемпе флаконсене 43 процент ытларах.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика