РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Хăшпĕр мерăсем таврăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020 11:03 Просмотров: 107

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнине кура санитарипе эпидемиологин хăшпĕр мерисене тавăрасси пирки июнĕн 2-мĕшĕнчи 166-мĕш №лĕ Указа улшăнусем кĕртнĕ.

Вĕсемпе килĕшÿллĕн уйрăм хушу пуличчен çак чарусене пăхăнмалла:

23 сехетрен тытăнса 6 сехетчен кану мероприятийĕсене ирттерме, обществăлла апатлану тивĕçтерĕвĕсене (пĕрле илсе тухмаллисĕр пуçне) пама юрамасть;

Обществăлла транспортра çеç мар, лавккасенче, таксире, парковкăсенче, лифтсенче те хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла;

65 çултан аслăраххисен тата вăрах чирпе аптăракансен самоизоляци режимне пăхăнмалла. Медицина пулăшăвне илме, çÿп-çап пăрахма, лавккана, килти чĕрчунсене уçăлтарма, сывлăха çирĕплетме, тĕрлĕ органсене, дачăсене кайма тухнисĕр пуçне.

Çавăн пекех Олег Николаев пурте усă куракан транспортра, таксире, çын нумай пухăнакан вырăнсенче, суту-илÿ точкисенче, тивĕçтерÿ объекчĕсенче дезинфекци тăтăш туса тăмаллине асăрхаттарнă.

Вăрнар районĕнче усал чир сарăлассине асăрхаттарассипе мобильлĕ рейдсем кунсеренех иртеççĕ. Вĕсем çынсене харпăр хăйне хÿтĕлемеллине кашнинчех аса илтереççĕ. Чарусене сĕмсĕррĕн пăсакансем тĕлĕшпе протоколсем çыраççĕ.

Шел те, Вăрнар районĕ ноябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне талăкра чирлисем  ÿснипе лидерсен шутĕнче пырать. Çак дата тĕлнех коронавирус ернисен йышĕ 270 çынпа танлашать.

Аса илтерме, октябрĕн 26-мĕшĕнчен Вăрнар район тĕп больницин стационар уйрăмне коронавирус чирĕ пур тесе шутлакан тата ковидпа чирленĕ пациентсене госпитализацилеме хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ