РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Пысăк хастарлăхпа ĕçлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2020 11:04 Просмотров: 111

Пограничниксен районти обществăлла организацийĕ юлашки çулсенче хастарлăхпа уйрăлса тăрать.

Кăçалхи йывăр çул палăртса хунă нумай ĕçе пурнăçлама май килмерĕ пулин те организаци членĕсем пысăк хавала çухатмарĕç. Пĕтĕмлетÿ тĕллевĕпе тата малашлăх ĕçĕсене палăртас тесе ноябрĕн 4-мĕшĕнче вĕсем пуху ирттерчĕç. Анчах яланхи пек «çавра сĕтел» хушшинче мар, эпидеми лару-тăрăвне кура уçă сывлăшра пуçтарăнчĕç.

Кун йĕркине чылай ыйту кĕртнĕ. Обществăлла организаци председателĕ Иван Яковлев пухăннисене пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кăткăс самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрремĕш вырăна, паллах, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем тухрĕç. Сумлă уяв тĕлне, акă, Астăвăм паркĕсемпе площадьсене çĕнетнĕ, çуртсем çине Асăну хăмисем вырнаçтарнă.

Çавăн пекех «Мы служили на границе» кĕнеке-энциклопеди кăларасси те тимлĕхрен тухмасть. Чикĕ хуралĕнче тăнисем пирĕн тăрăхра нумаййăн пулин те хальлĕхе 21 çын çинчен кăна сведенисем пур. Çавăнпа та ял поселенийĕсен пуçлăхĕсенчен пулăшу кирлĕ.

Ытти çулсенче ачасем валли смотр-конкурссем тăтăшах йĕркеленĕ-тĕк, кăçал вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулма çĕнĕ коронавирус эпидемийĕ чăрмантарчĕ. Çавăнпа та ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлессине хальхи кăткăс лару-тăрура урăх мелсем çине куçармаллине каларĕç.

Çитес çул вара районти çамрăк ăру валли сывлăха çирĕплетмелли оборонăпа спорт лагерĕ уçас ĕмĕте пурнăçа кĕртмеллех, терĕç. Августăн 21-мĕшĕнче Вăрнар тăрăхĕнче пĕтĕм Раççейри пограничниксен турнирне те çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Пурĕ 19 облаçпе регионтан килме палăртнă унта.

Кунсăр пуçне обществăлла организацин членĕсене юбилейпе саламлассине, сăмахран, район хаçачĕ урлă савăнтарассине те, ырă йăлана кĕртесшĕн.

Тепĕр ыйту та пăшăрхантарать пухăннисене: обществăлла организаци ĕçне Шĕнер Ишек, Калинино, Ярмушка, Аçăмçырми ял тăрăхĕсенче пурăнакан пограничниксем сахаллăн хутшăнаççĕ. Вĕсене ытларах явăçтарас тесе малашне кашни ялта яваплă çынна суйлама, мĕнпур ял поселенийĕнче организацин пĕчĕк ячейкине уçса çирĕплетме йышăнчĕç.

Ыйтусене тĕплĕнрех сÿтсе явас тесе ноябрĕн 14-мĕшĕнче «Ласточка» лагерьте черетлĕ пуху ирттересшĕн. Унта чикĕ хуралĕнче тăнисен тăванĕсене те хутшăнма чĕнетпĕр. Вĕсем кĕнеке валли хăйсен çывăх çыннисем çинчен пуян информацисемпе пулăшма пултараççĕ. Кăмăл тăвакансене 89968531109 е 89603004905 номерсемпе çыхăнма сĕнетпĕр.

Юрий НИКИФОРОВ,

районти «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрячĕсен штабĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ