Наци проекчĕ аталанма пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2020, 11:05 Просмотров: 285

Ачасем пĕчĕклех хастар, çаврăнăçуллă, пур çĕре те ĕлкĕрме вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Çакна пурнăçлама паян «Вĕрентÿ» наци проекчĕ аван пулăшать. «Кашни ача ăнăçăвĕ» регион проекчĕ, сăмахран, кĕçĕннисене тÿлевсĕр майпа хушма пĕлÿ илме май парать.

Вăл шутра – уйрăм вĕрентÿ организацийĕсенче те. Вăрнар районне сертификатсем валли пĕтĕмпе 5141400 тенкĕ уйăрнă, пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн ытларах.

Ятлă сертификатсем хушма вĕрентÿ навигаторĕн реестрĕнче кашни ачана хăйсене килĕшекен программăна суйлама май параççĕ. Унпа урăх тĕллевпе усă курма тата укçана алла илме пулмасть.

Наци проекчĕ чăннипех те мĕнпур ачана ÿсме, аталанма пулăшать. Хамăр районта, акă, ку енĕпе ача-пăча пултарулăх çурчĕ, ача-пăча ÿнер шкулĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ярмушкари, Кульцаври, Кÿстÿмĕрти, Санарпуçĕнчи, Аçăмçырминчи, Кĕçĕн Кипекри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче тата Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче кружок ĕçĕн системине йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе районти 5–17 çулсенчи 4098 ачаран 3074-шĕ хушма пĕлÿ илеççĕ – ку çав тери лайăх кăтарту.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпех, акă, Вăрнарта ял хуçалăх техникумĕн никĕсĕ çинче IT-куб центрĕ ĕçлесе кайрĕ. Хальлĕхе кунашкал центрсем республикăра иккĕ çеç.

Ку проект та çитĕнекен ăрăвăн аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывать. Паянхи цифра технологийĕн ĕмĕрĕнче вăл пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Ачасем программировани чĕлхине алла илеççĕ, мобильлĕ устройствăсем валли приложенисем çыраççĕ, роботсене «чĕртеççĕ» тата ытти те.

IT-куб ултă направленипе ĕçлет. 5–18 çулсенчи ачасем хăйсен кăмăл туртăмне кура хушма пĕлÿ енĕсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Занятисенче вĕренекенсен кăсăклăхне курма мĕн тери кăмăллă!

Сăмах май, Раççей Çутĕç министерствинче «Кашни ача ăнăçăвĕ» федераллă проект йĕркипе вĕрентÿ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем уçассипе субсиди уйăрассине пăхса тухнă. Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 1532 вырăн йĕркелĕç: 2022 çулта – 766, çавăн чухлех 2023 çулта. Çакă 2030 çул тĕлне мĕнпур ачана хушма пĕлÿпе явăçтарассине 75-рен 82 процента ÿстерме май парĕ. Çĕнĕ вырăнсене 39 муниципаллă тата 1 патшалăхăн вĕрентÿ организацийĕсенче уçма палăртнă. Ку тĕллевпе федераллă бюджетран пĕтĕмпе 30 ытла миллион тенкĕ уйăрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика