Асăрханулăх нихăçан та пăсмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020, 11:06 Просмотров: 322

Статистика яр уççăн кăтартать: кĕрхи-хĕллехи вăхăтра çул çинче çуран çÿрекенсене таптас хăрушлăх ÿсет.

Çакă чи малтанах çутă кунĕ кĕскелнипе, хăвăрт тĕттĕмленнипе тата çутçанталăк условийĕсем япăххипе (çумăр е юр çунипе, тĕтрепе) çыхăннă. Çавăнпа та çак тапхăрта çул пурне те – çуран çынна та, водителе те – уйрăмах тимлĕ те сыхă пулма ыйтать.

Инкексене тишкерес-тĕк, вĕсенчен чылайăшĕ пĕрешкел сăлтавпа тухнине палăртма пултаратпăр. Водитель тĕттĕмленсен е çанталăк япăх чухне кăнтăрла та çын çулпа пынине вăхăтра сисеймест. Уйрăмах – вăл тĕксĕм, тавралăхпа пĕрлешсе каякан тумтир тăхăннă пулсан.

Çак пĕтĕм факторсем нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнче тухнă инкекре те çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнин сăлтавĕ пулса тăнă. «Çĕрпÿ–Ульяновск» автоçул çинче машина хĕрарăма вилмеллех таптанă. Унăн тумтирĕ çинче çутатакан элементсем пулман, водитель ăна нимле те асăрхайман.

Палăртмалла, чылай инкеклĕ тĕслĕхре çуран çÿрекенсен хăйсен айăпĕ пысăк. Хăшĕ-пĕри, акă, асăрханулăх çинче манса, çул урлă ăçта килнĕ унта каçать. Çав вăхăтрах çывăхра транспорт килменнине çул çаврăнăшĕнчен тухманнине те икĕ еннелле пăхса тĕрĕслеме те ÿркенеççĕ.

Çавăнпа тепĕр хут аса илтеретпĕр: хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни кăна çул-йĕр çинче инкек-синкеке лекесрен сыхласа хăварать. Çуран çынсен тротуарпа е ятарлă сукмакпа утмалла, вĕсем çук пулсан çеç – çул айăккипе. Тĕттĕм вăхăтра çула тухнисен тумтир çинче е пĕрле ятарлă çутатакан япаласем пулмалла. Çакă водителе çуракан пыракана аякранах асăрхама пулăшĕ. Çул урлă каçнă чух та сирĕнпе автомашина хушши мĕн чухлĕ пулнине тĕрĕслеме манмалла мар. Ку ансат правилăсене тимлĕхе илни сирĕн сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварĕ.

Геннадий КАЗЫКИН,

ГИБДД уйрăмĕн патшалăх аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика