РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Çамрăклăх пĕрре килет...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020 11:23 Просмотров: 124

1945 çул. Лондонра çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери конференцийĕ иртнĕ, ун хыççăн вĕсен Пĕтĕм тĕнчери федерацине йĕркеленĕ.

Организаци представителĕсем уява çирĕплетесси пирки калаçнă. Пуçарăва ырлакансем йышлăн пулнă.

Çамрăксен фестивальне пĕтĕм тĕнчипех ирттерме пуçланă. Раççей хăйĕн патĕнче хăнасене виçĕ хутчен йышăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уявра тĕрлĕ акцисем, çутĕç мероприятийĕсем, ăнлантару ĕçĕсем, куравсем, флэшмобсем ирттереççĕ, вĕрентÿ тата медицина программисене хатĕрлеççĕ.

Çамрăклăх пĕр хутчен кăна килет. Çак тапхăрта шăпах та яшсемпе хĕрсем çемье çавăраççĕ, ĕç картлашкипе хăпараççĕ. Общество пурнăçĕнче те хастарлăх кăтартаççĕ, ăсталăхпа пĕлĕве ÿстереççĕ. Анчах та пурнăç тÿнтерĕшĕсем те çук мар. Ку чухнехи ăрурисем кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкни час-часах тĕл пулать, вĕсен прависене хĕснĕ тĕслĕхсем те çырăнаççĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пулăшма çулсеренех чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ.

Уйрăмах çамрăксем сиенлĕ йăласене хăвăртах иленеççĕ. Вĕсем хушшинче вич-инфекциллисем те сахал мар. СПИДпа чирлĕ пĕрремĕш çынна 1981 çулта регистрациленĕ. Халĕ те ку амак обществăна сиен кÿрет. Паллах, ачасем пурнăçăн такăр çулĕпе утчăр тесен вĕсен çывăх çыннисен те, тус-юлташĕн те ырă тĕслĕх кăтартмалла. Çавăн пекех ВИЧ–СПИД ыйтăвĕ тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттермешкĕн педагогика, медицина ĕçченĕсен кăна мар, обществăлла организацисен представителĕсен, çамрăксен лидерĕсен тăрăшулăхĕ те кирлĕ. Енчен те ку чухнехи ăрăва кирлĕ пĕлÿпе вăхăтра тивĕçтерсен çамрăксем хушшинче тĕрĕс çул çине тăракансем ытларах пулĕç.

Елена ТОЛСТОВА.  

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ