Хăрушсăр тени тĕрĕс мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020, 11:23 Просмотров: 331

Ачасемпе çамрăксем çĕнĕ йышши табак продукцине тутанма тытăнни пирки иртнĕ çулхи çу кунĕсенче илтме пуçларăмăр. Анчах снюс – çĕнĕрен шутласа кăларнă япала мар. Ăна Швецире 17-мĕш ĕмĕртех тума пуçланă. Ун хыççăн ытти çĕршывсене те çитнĕ.

Снюс организма сиенлĕ витĕм кÿнине кура, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе, 1993 çулта Европăн пур çĕршывĕнче те, Швецисĕр пуçне, унпа усă курма саккунпах чарнă. Раççейре ăна курттăмăн тата уйрăммăн сутнăшăн ахаль çынсене 4 пин тенкĕ, должноçрисене 12 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 60 пин тенкĕ штраф парассине йышăннă.  

Пирĕн çĕршывра 2015 çултанпа снюса сутма чарнине пĕлсе тăрсах, хăшпĕрисем, усал шухăшлисем, саккунран иртме хăйнеевĕр çул-йĕрсем шыраççĕ. Снюспа усă курма юраманнине палăртакан саккунăн хими регламентĕнче ăна табак изделийĕ тесе палăртнă. Ана кăларакансем вара çав сиенлĕ япаласемпе тултарнă тĕркемсем çине табак сăмаха ниçта та çырмаççĕ. Халĕ ку çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçлеççĕ, саккунри шăйрăксене пĕтерме май паракан темиçе проект сĕннĕ.

Çынсенчен нумайăшĕ юлашки вăхăтра сывлăхне упрама тăрăшать, çавăнпа хăшĕсем туртма пăрахаççĕ, чылайăшĕ туртма та пуçламасть. Анчах табак туса кăларакан компанисем тупăшне çухатасшăн мар, вĕсем хăйсен таварне ытларах сутасшăн. Çавăнпа вĕсем пирус вырăнне çĕнĕ никотин хутăшĕсем шухăшласа кăларса сарма тăрашаççĕ. Çапла майпа суту-илĕве электрон сигаретсем, вейпсем тухрĕç. Юлашки вăхăтра вара пирĕн çĕршыва та чăмламалли табак тесе снюс илсе килме пуçларĕç, ăна интернет урлă тата суту-илÿ точкисенче сутма тытăнчĕç.

Çав компанисем ачасемпе çамрăксем малашлăхра вĕсен никотин продукцийĕпе пĕрмай усă куракансем, тупăш паракансем пуласса кĕтеççĕ. Çавăнпа вĕсене никотин серепине туртса кĕртме тăрăшаççĕ. Ачасене илĕртес тесе никотин хутăшне мармелад, леденец е чăмлак пек туса кăлараççĕ тата вĕсене çиелтен тĕрлĕ тĕслĕ, хитре хутсемпе чĕркеççĕ.

Пурте лайăх ăнланатпăр: ача психикăна витĕм кÿрекен япаласене, хутăшсене мĕн чухлĕ маларах тутанма пуçлать, çавăн чухлĕ çамрăк организм вĕсене хăвăртрах хăнăхать, хутăшсене тăтăшах ыйтма пуçлать. Статистика палăртнă тăрăх, мĕнпур хисепрен 80 проценчĕ шăпах çамрăк чух туртма пуçланă.

Çакă та паллă: ачасемпе çамрăксем йăлтах пĕлесшĕн, тутанса пăхасшăн. Çĕнĕ хутăшсене темиçе хут астивнипех нимĕн те пулмасть тесе шутлаççĕ. Вĕсене организм хăвăртах хăнăхса каясса, наркăмăшсен серепине лекнине ăнланмаççĕ. Шкул ачисем интернетри рекламăна – снюс сиенсĕр, кирек хăш вăхăтра та унран хăтăлма пулать тесе суйнине – те ĕненеççĕ.

Ахаль пируспа танлаштарсан снюсра никотин питĕ нумай. Чи хăватлă, хаяр пирусра никотин 1,5 мг чухлĕ пулсан, снюсра вара 22 мг таранах. Ку вăл 15 хут ытларах! Снюса çăварта кĕске вăхăт, 5–10 минут кăна, тытсан та юна хăрушă, сиенлĕ япала чылай кĕрет. Кунсăр пуçне снюсра тĕрлĕ хими япалисем нумай.

Енчен те пирусран хăтăлас текен çын снюс тутанма пуçлать-тĕк, вăл нихăçан та туртма пăрахаймасть. Мĕншĕн тесен унта та, кунта та пĕр пек никотинах.

Снюс сывлăха вайлă сиен кÿрет. Унпа усă куракансен çăварта стоматит, язва пуçланса каять, шăлсем арканаççĕ. Хăшпĕрисем апат тутине те туйми пулаççĕ, çăвартан лайăх мар шăршă кĕме пуçлать.

Снюсри никотин кĕске вăхăтрах юна чылай çакланать, юн тымарĕсене пĕрĕнтерет. Çакăн пирки юн пусăмĕ хăвăрт ÿссе каять, чĕре ĕçĕ йывăрланать, инсульт та пулма пултарать.

Вăл вар-хырăмшăн та хăрушă: гастрит тата язва патне илсе çитерет. Тата рак чирĕ пуçланса каяс хăрушлăх та ÿсет.

Организмĕсем тĕрекленсех çитменрен снюс уйрăмах çула çитмен ачасемшĕн питĕ сиенлĕ. Вĕсем çитĕнме чарăнаççĕ, астăвăмĕ чакать тата вĕренме йывăрланса пырать.

Снюспа наркăмăшланнине мĕнле пĕлмелле-ха;

Çын снюса пĕр хут тутанса пăхнă хыççăн та аптăраса ÿкме пултарать. Наркăмăшланнине çак паллăсем пĕлтереççĕ: çын хăсма пуçлать, çăварĕ типет е сурчăкĕ нумай тухать, вар ыратнипе аптăрать, куç шăрçи пĕчĕкленет е пысăкланать. Унсăр пуçне сывлама йывăрланать, чĕре хăвăрт тапать, пуç арпашăннипе çын тĕрлĕ сасăсем илтме, куçа тем курăнма пуçлать. Каярахпа çын тăн çухатма пултарать.

Ачасем усал йăлапа ан çыхланччăр тесен тимлĕхе вăйлатмалла. Ашшĕ-амăшĕн вĕсемшĕн чи çывăх çынсем пулма тăрăшмалла. Пĕрле вăхăта интереслĕ ирттермелле, кинотеатрсене, спорт керменĕсене çÿремелле.

Вĕсене илтме тата итлеме пĕлмелле. Ачасене йывăрлăхсенче хăйсене мĕнле тытмаллине тата кунашкал лару-тăрусенчен мĕнле тухма май пуррине вĕрентмелле.

Вăхăта пĕрле ирттерни, чуна уçса калаçни, вĕсемшĕн яланах лайăх тĕслĕх пулни кăна çамрăксене тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхласа хăварĕ.

Çирĕп сывлăхлă пулни пысăк çитĕнÿсем тума, ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшса пырĕ.

Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

Е.Егорова,

республикăри медицина профилактикин,

сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

 

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика