Чунпа, ĕçпе хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020, 11:24 Просмотров: 301

Хевтесĕр тата сывлăх тĕлĕшĕнчен çитменлĕхсем пур хăшпĕр çынсен пултарулăхĕ, ăсталăхĕ тепĕр чухне пĕр-пĕр сывă çынăннинчен те ирттерет.

Вĕсем чунпа хастаррине тĕрлĕ мероприятисенче аван курма пулать. Вăл шутра – професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» чемпионатĕнче те.

Кăçал вăл тăваттăмĕш хут пулнă. Çĕршыври лару-тăрăва кура ун йĕркине дистанцилле технологисем кĕртнĕ.

Тупăшу площадкисем валли кăçал та Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕпе Калининăри шкул-интерната суйласа илнĕ. Техникумра конкурссем «Кирпĕч купаласси» тата «Ландшафт дизайнĕ» компетенцисемпе иртнĕ. Кашни енĕпе шкул ачисен, студентсен заданисене стандартсем ыйтнă пек пурнăçлама тивнĕ. Вĕсенче Вăрнар студенчĕсем те палăрнă. Кирпĕч хурассипе малти вырăнсене Алексей Кириллов, Дмитрий Макаров, Владислав Верховцев йышăннă. Дизайн енĕпе Виктория Якимова, Анастасия Шашкина, Марина Степанова маттур пулнă.

Калининăри шкул-интернатри площадкăра «Атă-пушмак юсасси» номинаципе ăмăртусем пынă. Вырăнти воспитанниксенчен ку енĕпе Семен Столяров çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вениамин Андреев тата Максим Алексеев – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Кунта вĕренекенсем çавăн пекех ытти çĕрте иртнĕ компетенцисене хутшăнса та палăрнă. «Йывăçран касса кăларасси» енĕпе Даниил Миронов çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Николай Куликов «Столяр ĕçĕнче», Тамара Исакова «Çĕвĕ ĕçĕнче», Надежда Гурьева «Крючокпа çыхассипе», Виктория Трофимова «Илемлĕ тĕрлессипе» виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсем Чăваш Республикин чысне «Абилимпикс» VI Наци чемпионатĕнче хÿтĕлĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика