РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Ĕçрĕн-тĕк – ан тапран!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020 15:34 Просмотров: 143

Ÿсĕр водитель çул çинче çÿрекенсемшĕн яланах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл айăпсăр çынсен пурнăçне татма, сусăрлатса хăварма пултарать.

Инкексене асăрхаттарас тĕллевпе ноябрĕн 13–15-мĕшĕсенче районти çулсем çинче «Ÿсĕр водитель» рейд иртрĕ. Госавтоинспекци ĕçченĕсем ун вăхăтĕнче руль умне спирт шĕвекне ĕçсе ларнă икĕ водителе тытса чарчĕç.

Операцин пĕрремĕш кунĕнче 20 сехет те 30 минут тĕлнелле Çĕрпел сали çывăхĕнче ВАЗ-2110 машинăна чарнă. Руль умĕнчи 18-ти çамрăк пырне хĕртни палăрнă. Çитменнине, унăн транспортпа çÿреме прави те çук. Çавăн пекех вăл медицина свидетельстви витĕр тухма та килĕшмен. Унăн машинине штрафстоянкăна илсе кайма тивнĕ. Виçĕмкун суд ăна 10 талăклăх арестлеме йышăннă.

Йĕркене çакнашкал сĕмсĕррĕн пăснă тепĕр водителе вырсарникун çурçĕр тĕлнелле Вăрнарта тытса чарнă. Лада Приора водителĕн, 1993 çулта çуралнăскерĕн, ÿсĕрле çул çине тухнăскерĕн халĕ 30 пин тенкĕ штраф тÿлеме тата 1,5–2 çуллăх водитель правипе сывпуллашма тивет.

Çавăн пекех çак кунсенче руль умне правасăр ларнă виçĕ водитель те ГИБДД сотрудникĕсен аллине лекнĕ. Вĕсен машинисене штрафстоянкăна эвакуациленĕ. Кашниннех халĕ 5 пин тенкĕрен тытăнса 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивĕ. Унсăр пуçне пĕр леди-водитель çине хăйĕн машинине права çук шăллĕне чупма панăшăн административлă протокол çырнă. Ăна 30 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем руль умне ÿсĕрле ларнă 114 водителе тытса чарнă, вăл шутра хамăр районта – 79. Правасăр транспорт хатĕрне тытса пынисем инспекторсен аллине пĕтĕмпе 83-ĕн лекнĕ, вăл шутра Вăрнар районĕнче – 68-ăн.

Инкексем пулассине асăрхаттарса ГИБДД уйрăмĕ граждансене тимлĕ пулма, автомашинăна ÿсĕрле тытса пыракансене курсан 8(83537)2-50-02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.

Çулсем çинче яланах асăрхануллă пулăр! Водитель, ĕçрĕн-тĕк – ан тапран!

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ