Пиллĕкĕн хутшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020, 15:35 Просмотров: 436

Вăрнар район спортсменĕсем кĕрхи сезона пысăк ăмăртусенчен пуçларĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, акă, эрне каялла Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăннă. Сумлă турнир Смоленск хулинче иртнĕ.

Республика чысне районти пилĕк хĕр хÿтĕленĕ. Пуринчен ытла Хурăнсур Çармăс хĕрне Наталия Тихонована ăнăçнă. Хĕрÿ тупăшусенче çивĕчлĕхпе палăрса вăл бронза медале тивĕçнĕ.

Ун командăри тусĕсемшĕн те – ку ялти Эльвира Филипповашăн, Эльвира Яковлевашăн, Кÿстÿмĕрти Елена Петровашăн, Кивьял Хапăсри Лариса Михайловашăн – ку ăмăрту вĕрентÿллĕ пулнă. Вĕсем пьедестал çине çĕкленме тивĕçеймен пулин те, ăсталăха вăйлă спортсменсемпе кĕрешсе туптанă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.      

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика