Тивĕçе чыслăн пурнăçланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020, 15:35 Просмотров: 344

Ыран çĕршывра Ракета çарĕсен тата артиллери кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун, 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çар Ста-линград çывăхĕнче фа-шистсене хирĕç контрнаступление тухать.

Ирхине 7 сехет те 30 минутра «Катюшăсенчен» персе хулара 80 минутлăх артиллери хатĕрленĕвĕ пуçланать. Гитлер çарĕсене пĕтĕмпе 3500 орудирен вирлĕн кисретеççĕ. Чарăнмасăр вут-хĕм сапса пирĕн салтаксем тăшман оборонине аркатма пултарнă. 8 сехет те 50 минутра вара совет çарĕ фашистсене тапăнса хĕстерме тытăнать. Çапла, вăрçă юхăмĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă «Уран» тапăну операцийĕ пуçланать.

Каласа хăвармалла, ракета çарĕсемпе артиллерие, уйрăм тĕс пек, СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче 1964 çулта туса хунă. Ку çар чаçĕсенче службăра тăма тивĕçнĕ хастарсем районта та чылаййăн. Вĕсенчен пĕри – Çĕрпел салинче çуралса ÿснĕ Андрей Вадимович Лукин. Хăй вăхăтĕнче вăл вырăнти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă, каярахпа Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче техник-механик специальноçне алла илнĕ.

Сывлăхĕпе çирĕп, ÿт-пĕвĕпе тĕреклĕ маттур каччăн кĕçех çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăхăт çитет. Çакна сăваплă ĕç вырăнне йышăнать вăл, çĕршыва чыслăн хÿтĕлеме тупа тăвать. Хăйĕн сăмахĕнчен иртмест: çар службинче те хăюлăхпа палăрать, тантăшĕсене яланах пулăшма хатĕррипе уйрăлса тăрать. 1997 çулта салтак атти тăхăннă çамрăк малтанах Самара хулинчи 65349-мĕш çар чаçне лекет. Малалла служба Кряж поселокĕнче, 81-мĕш Гварди мотострелковăй полкĕн артиллери дивизионĕнче тăсăлать. Ун йышĕпе Çĕрпел каччин Дагестан Республикине çар çулçÿревне те тухса кайма тивет. Çавăн пекех вăл вăхăтра лăпкă мар Çурçĕр Кавказ регионĕнче, уйрăммăн илсен Чечня Республикинче, боевиксене путлантарма тискер хирĕçтăрусене те пĕрре мар кĕнĕ. Калас пулать, иккĕмĕш Чечен кампанийĕнче контртеррорла операцисене ку полк мĕн пуçламăшĕнченех – 1999 çулхи сентябрьтенех – хутшăннă.

Çурçĕр Кавказри кăткăс условисенче те çар задачисене тÿрĕ кăмăллă пурнăçланăшăн Андрей Лукин чаç ертÿлĕхĕ енчен Тав çырăвĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Ăна «Гвардия», «Кавказра службăра тăнăшăн» хисеплĕ паллăсемпе тата ытти наградăсемпе чысланă.

Салтакран таврăннă хыççăн котельнăй установкисен операторне вĕреннĕскер, Андрей Лукин 12 çул инçет Тюмень облаçĕнчи Урай хулинче çак специальноçпе ĕçлесе пурăннă.

Хальхи вăхăтри ĕç вырăнĕнче те ăста специалист пысăк хисепре. 2013 çултанпа вăл тăван тăрăхрах, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тăрăшать. Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тăтăшах тивĕçни те завод ертÿлĕхĕ унăн профессионаллă, пултаруллă ĕçне палăртнине çирĕплетет.

Андрей Вадимович районăн обществăлла пурнăçĕнче те активлă. Вăл – «Ветерансен Раççейри союзĕ» обществăлла организацин хастарĕ. Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине курăмлă тÿпе хывнăшăн ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул», «Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсене – 100 çул» медальсемпе тата ытти хисеп паллисемпе наградăланă.

Николай ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика