РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Кашни çынна пулăшма тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020 15:36 Просмотров: 117

Полици пулăшăвĕ кирлĕ-тĕк е кирек мĕнле кăткăс лару-тăрура кам патне çул тытатпăр чи малтан; Паллах, вырăнта пурте пĕлекен-паллакан участокри инспектор патне. Унпа вĕт йышăнăва çырăнмасăрах, пÿлĕмрен пÿлĕме çÿремесĕрех, тÿреммĕн калаçма пулать.

Çавăнпах кашниех ун патне хăйĕн пăшăрханăвĕпе-хуйхипе е тĕрĕслĕх шыраса килет те ĕнтĕ. Ахальтен мар участоксенчи уполномоченнăйсен службине полици тытăмĕнче чи уççи, халăхпа чи çывăххи теççĕ. Йĕркелĕх хуралĕнче вĕсем пĕрмаях малтисен ретĕнче, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те халăх хушшинче.

Шăпах çынсемпе куçа-куçăн хутшăнни, вĕсен кулленхи, тепĕр чухне питĕ хăйнеевĕрлĕ, ыйтăвĕсене те татса пама тивни ĕçре профессионал кăна мар, хăйне май психолог та пулма ыйтать. Çак пахалăхсене тĕпе хуниех ĕнтĕ районти участоксенчи уполномоченнăйсене шаннă территорири йĕркелĕхе çирĕп асăрхаса тăма май парать. Паянхи куна вĕсем, халăхпа ĕçлессишĕн пĕрремĕшле яваплисем, ертÿçĕпе пĕрле çиччĕн службăра тăраççĕ. Районта 18 ял тăрăхĕ тата пĕр хула поселенийĕ пулнине шута илсен, ку сотрудниксем çине чăннипех йывăр «лав» тиенет. Вăрнарти 1-мĕш участокра, акă, саккунлăха пăхăннине Александр Михайлов аслă лейтенант сăнаса тăрать. Аçăмçырми, Малти Ишек тата Ярмушка ял поселенийĕсемшĕн Алексей Павлов капитан, Калинино тата Шĕнер Ишек тăрăхĕсемшĕн (вăхăтлăха – Вăрнарти 3-мĕш участокшăн) Руслан Гафуров полици майорĕ, Упнерпе Вăрманкас (вăхăтлăха – Пăртаспа Ершепуç тата Кульцав) таврашĕнчи участоксемшĕн Петр Квасов аслă лейтенант яваплă. Мăн Турханпа Кĕçĕн Кипек тата Уйкас Кипек (вăхăтлăха – Санарпуçпа Хирпуç, Çĕрпел) тăрăхĕсен пĕрлехи участокĕсене вара Андрей Гончаров полици лейтенантне, Мăн Явăшпа Çавалкас поселенийĕсене (вăхăтлăха – поселокри 2-мĕш участока) Александр Смирнов аслă лейтенанта çирĕплетнĕ.

Каламалла, участокри уполномоченнăйсене асăрхава пысăк территорисем тивни, паллах, ку кăткăс службăра кадрсем çителĕксĕррипе те çыхăннă. Уйрăмра ытларах çамрăк сотрудниксем. Апла пулин те вĕсем йĕркелĕхе тивĕçтерессипе тата çынсене киревсĕрлĕхсенчен хÿтĕлессипе тÿрĕ кăмăлпа тимлеççĕ. Çивĕч, хăйсен тивĕçĕсене пĕлекен специалистсем. Ĕçĕ вĕсен граждансене йышăннипе тата çирĕплетнĕ участокра тĕрĕслевсем ирттернипе вĕçленмест. Çакăнпа пĕрлех преступниксене тытса чарасси те, çухалнă çынсене шырасси те, çемьесенчи хирĕçÿсене татса парасси те, преступленисене пулма май паракан сăлтавсене сиресси тата ытти нумай-нумай тивĕç.

Кăçалхи 10 уйăхра шалти ĕçсен «Вурнарский» пайне тĕрлĕрен пĕлтерÿсемпе заявленисем пĕтĕмпе 4474 килнĕ-тĕк, вĕсенчен çурри ытла (2749-шĕ) – участоксенчи уполномоченнăйсен енĕпе. Ку пысăк хисеп те ĕçĕн калăпăшне яр уççăн кăтартать. Кашни пĕлтерĕве саккунлă йĕркене пăхăнса пăхса тухнă. Преступленисем çинчен хыпарланисем чăна килнине кура, 50-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. 497 тĕслĕхре вара хирĕçлевлĕ йышăну кăларнă. Кунсăр пуçне административлă правăна пăсни палăрнă тĕслĕхсемпе 401 протокол çырма тивнĕ.

Преступленисене уçса парассинче те участковăйсен тÿпи пĕлтерĕшлине асăнмасăр май çук. Январь–октябрь уйăхĕсенче, акă, вĕсен тивлечĕпе 50 киревсĕр ĕçшĕн айăплисене вăхăтра тытса чарма май килнĕ. Уçса панă тĕслĕхсем хушшинче – çынсен сывлăхĕсене йывăр сиен кÿнисем, хĕн кăтартнисем е вĕлерессипе хăратнисем, ют пурлăха çаратнисем тата ыттисем. Тĕпрен илсен, çемьере е йăлара тунă преступленисем. Вĕсем, вăрттăнлăх мар, нумай чухне ниçта та ĕçлемен, унччен те судпа айăпланнă, ĕçкĕпе алхасакан çынсен айăпĕпе çырăнаççĕ. Çавăнпа та участоксенчи уполномоченнăйсен ĕçĕ-хĕлĕн тепĕр тĕп енĕ – саккуна пăсассине асăрхаттарасси – шăпах çак ăнăçсăр ушкăнри граждансемпе уйрăммăн тимлесси çине тайăнать.

Ноябрĕн пуçламăшĕ тĕлне, акă, тĕрĕслевре шутланакан çынсен йышĕ районĕпе 156 çын. Вĕсенчен, уйрăммăн илсен, административлă асăрхавра – 30-ăн, çемьере çапăçакансем-вăрçакансем 56-ăн. Асăрхаттару ĕçĕ сахал мар вăхăт йышăнать пулин те, йĕркелĕхе пăсма пултаракансене никама та куçран вĕçертместпĕр. Вĕсем тĕлĕшпе хушма профилактика мерисемпе усă курни ĕнтĕ лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарма, сăмахран, йăлари преступленисен хисепне 21,2 процент чакарма май пачĕ тесе шутлатпăр.

Юлашки вăхăтра пĕтĕмĕшле республикăри пекех хамăр районта та çынсене улталаса çаратни чăн инкек пулса тăчĕ. Шулĕксене ĕненсе миллионшар тенкĕ куçарнă тĕслĕхсем те пур вĕт. Пĕрисем суя «банк сотрудникĕсен» сăмахĕсене шанаççĕ, теприсем интернетра ĕçлесе илесшĕн, хăшĕсем виртуаллă суту-илÿ вăхăтĕнче улталанаççĕ... – анчах кашни тĕслĕхрех укçана мушенниксене хăйсен аллипе куçарса параççĕ. Е тата банк карттин вăрттăн реквизичĕсене пач палламан çынсене пĕлтереççĕ – çакă вара вăрă валли енчĕке уçса панипе танах. Çавăнпа та çынсене çакнашкал ултавсенчен хÿтĕлес тесе, шулĕксем мĕнле мелсемпе усă курнине ăнлантарас тесе участковăйсем те асăрхаттару ĕçне вăйлатрĕç. Халăхпа тĕл пулнă май халĕ çак ыйту тĕп вырăна тухать. Полицейскисем çынсене паллă мар шăнкăравсене хуравлама кирлĕ маррине, палламан-пĕлмен çынсене укçапа çыхăннă нимле информацие те калама юраманнине аса илтереççĕ. Çине тăрсах çынсене сыхăрах, яваплăрах пулма хăнăхтармаллах – унсăрăн сĕмсĕрленсе-пуçтахланса пыракан шулĕксене чарма çук.

Участокри уполномоченнăйĕн служби нихăçан та çăмăл пулман. Обществăн чи ăнăçсăр ушкăнĕсемпе, ĕçкĕпе нĕртен тухнисемпе, нимле саккунсене хисеплеменнисемпе ĕçлеме, ашшĕ-амăшĕсен тăрлавсăрлăхне пула шăписем тертлĕ ачасен хÿттине кĕме тивет унăн. Çавăнпа пирĕн кăткăс службăра тăрăшакансен пуринчен ытла çынлăх туйăмĕ вăйлă пулмалла тесе шутлатăп. Паллах, çирĕплĕх тата чăтăмлăх, тĕрĕслĕхшĕн çунни те çав тери кирлĕ. Çак пахалăхсем пур, пурнăçĕсене йĕркелĕх хуралĕпе çыхăнтарас шухăшлă хастар çамрăксене эпир яланах хамăр ретре кĕтетпĕр. Хамăн ĕçтешсене вара ĕнер паллă тунă професси уявĕпе саламласа районта саккунлăха çирĕплетес ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн тав тăватăп, служба тивĕçĕсене малашне те чыслăн пурнăçлама ăнăçу сунатăп.

Сергей ИВАНОВ,

полицин «Вурнарский» пайĕн участоксенчи

уполномоченнăйсен уйрăмĕн пуçлăхĕ

полици майорĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ