Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020, 15:36 Просмотров: 312

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ сулмаклă утăмсемпе аталансан çĕршыв халăха усăллă тата экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕçпе тивĕçтерсех тăрĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 3252 пуç сăвакан ĕне шутланнă. Кăçалхи вунă уйăхра аграри предприятийĕсенче пăрусем илесси ÿснĕ: 3074 пуçпа танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 35 выльăх нумайрах. Палăртмалла, уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессипе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Победа», «Янгорчино», «Броневик», Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» кооперативсенче, «Кольцовка» агрофирмăра ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Фермерсем те тăрăшнине çирĕплетмелле. Акă, Виталий Яковлевпа Алексей Фадеевăн хуçалăхĕсенче ĕнесем ытларах пăруланă.

Районти пĕтĕмĕшле кăтартăва пăхсан çакă паллă – 100 ĕне пуçне çак тапхăрта 74 пăру илнĕ е çамрăк выльăхсен йышĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 пуç пысăкрах.

Сысна отрасльне аталантарассипе районта икĕ ял хуçалăх предприятийĕ тăрăшать: Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата «Луч» ЯХПК. Кунсăр пуçне чух-чухсене килти хушма хуçалăхсенче те ĕрчетеççĕ.

Калас пулать, районта сысна çури илнин 94 проценчĕ – аш-какай комбиначĕн тÿпи. Кăçалхи вунă уйăхри кăтарту çапларах – предприятире 21387 пуç сысна çури илнĕ, анчах та пĕлтĕр çак вăхăтра 23 пин пуç ытла шутланнă. Районта чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 тĕп сысна ами пуçне 2078 çура илнĕ. Ку кăтарту 2019 çулхи çак тапхăртинчен 469 пуç пĕчĕкрех. Паллах, çулталăк вĕçленмен-ха. Ĕç кăтартăвĕсем улшăнма пултарĕç.

Ферма ĕçченĕсем тăрăшнипе выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат янтăланă, хуралтăсене те хĕл валли йĕркеллĕ хатĕрленĕ.

– Хуçалăхсенчи ĕне, пăру, сысна витисенче, пăрулаттармалли-çăвăрлаттармалли уйрăмсенче дезинфекци ĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама тăрăшрăмăр, – çирĕплетрĕ чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев. – Чир-чĕр сарăласран профилактика мероприятийĕсем ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Сывă выльăхсенчен кăна паха продукци илме пулĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика