Сыхлăхшăн тăрăшмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2020, 11:26 Просмотров: 365

Япăххи куçа курăнса килмест, теççĕ. Тă-вальушкăнь Ялтăрари 78-ти хĕрарăмăн хуçалăхĕнче те кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухнă. Ытла-рикун ирхине унăн килĕнче çулăм тивсе илнĕ.

– Телее, çулăма хăвăрт чарма май килнĕ. Пÿлĕмре шалти отделка кăна сиенленнĕ. Малтанхи верси тăрăх, ку пăтăрмах электрооборудованипе усă курнă чух правилăсене тĕрĕс пăхăнманран тухма пултарнă тесе шутлаççĕ, – пĕлтерет МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕ.

Хальхи вăхăтра, çанталăк сивĕтнĕçемĕн, кил-çурт сыхлăхĕ пирки пушшех тăрăшмаллине аса илтереççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Çак тапхăрта кăмакасемпе тата электрооборудованипе çыхăннă инкексем тухас хăрушлăх пысăк.

Кăмакапа ăшăтакан çуртсен хуçисен вĕсен юсавлăхне сăнасах тăмалла, хутнă чух та хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Пушарсем ытларах чухне кăмакана вĕри хĕртнĕрен, кирпĕчсем хушшинче çурăк-шăтăксем пуртан, вĕри кăвар тухса ÿкнĕрен пуçланма пултараççĕ.

Ăшă электроприборĕсенчен инкек ан тухтăр тесен та заводра туса кăларнисемпе, терморегулятор пуррисемпе кăна усă курмалла. Ĕçленĕ чух вĕсене асăрхавсăр хăварма тата çунакан япаласем çумне лартма юрамасть.

Электросете те темтепĕр харăс чиксе ан тултарăр. Розеткăсемпе выключательсен, удлинительсен юсавлăхне те тĕрĕслесех тăмалла.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика