Тĕп вырăнта – хăрушсăрлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2020, 11:27 Просмотров: 375

Çĕнĕ коронавирус тĕлĕшпе эпидеми лару-тăрăвĕ кăткăсланать пулин те, призывпа тата çамрăксене çара ăсатассипе çыхăннă ĕç чарăнман. Хальхи вăхăтра призыва ирттерме документсем хатĕрлесси пырать.

Паллах, çар комиссариачĕн сотрудникĕсем умĕнче паян тĕп тĕллев пĕрре – призывниксем хушшинче коронавирус инфекцине сарăлма парас марри. Медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ чухне те, призыв комиссийĕсен ĕçĕ вăхăтĕнче те хăрушсăрлăх мерисене вăйлатнă. Çавăн пекех маска режимне те, социаллă дистанцие те туллин пăхăнаççĕ.

Призывниксене чи малтанах коронавирус çуккине палăртма тест партараççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем паллă пулсан тин, пĕтĕмпех йĕркеллех-тĕк, çамрăксене призыв пунктĕнче пуçтараççĕ, хыççăн Шупашкарти республикăри пухăну пунктне ăсатаççĕ. Хăрушсăрлăх йĕрки – маска тăхăнасси, социаллă дистанци, автобуссене дезинфекци тăвасси – кунта та пуренлĕн пурнăçланать. Пухăну пунктĕнче çамрăксене СOVID-19 çине тепĕр тĕрĕслев кĕтет. Хальхинче экспресс-тест тухмалла, унăн результачĕсем 15–20 минутранах паллă пулĕç. Çакăн хыççăн кăна пулас салтаксем «таса зонăна» – пурте, техперсоналтан тытăнса çар çыннисем таран, тест тухнисен хушшине – лекеççĕ. Пухăну пунктĕнче те, служба вырăнне çитиччен çул çинче те каччăсене медицина маскисемпе тата перчеткесемпе тивĕçтереççĕ.

Çар чаçĕсен представителĕсем йышăннă хыççăн çамрăксем хăйсен тумтирне ятарлă формăпа ылмаштараççĕ. Чаçре вĕсен тепĕр хутчен коронавирус тестне тухмалла. Кунсăр пуçне, паллах, икĕ эрне карантинта «лармалла».

Аса илтеретпĕр, Вăрнар районĕнчен кĕрхи призывпа çар ретне 60 енне каччăна илме палăртнă. Республикăри пухăну пунктĕнчен вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене ăсатĕç.

В.АНДРЕЕВ,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика