Анне пулсан – тĕнче илемлĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2020, 11:27 Просмотров: 546

Анне – кашни çыншăн тĕнчере чи хакли. Вăл пире пурнăç паракан, çунат хушакан. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсем йăнăш утăм тусан та каçаракан. Амăшĕ ачисемшĕн пуринчен илемли, маттурри, çепĕççи, пултарулли. Çитĕнсен те ачисемшĕн пурăнать. Кил карти тулли кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх тытать, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе ачисене, мăнукĕсене тивĕçтерессишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет. Аннесем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.

Авалхи чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашни кун хăв пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан та вăл сана ырă тунишĕн ăна хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татаймастăн».

Хурапыр Юнтапари ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ Галина Сидоровна Михайлова тĕлĕнмелле маттур. Ĕçчен те пултаруллă. Унăн кил хуçалăхĕ çирĕп. 83 çулта пулин те кăçал та хастарлăха чакарман. 50 хур, 20 бройлер, 15 сурăх усранă. Тата Галина Сидоровнан пĕр ĕне те пур.

– Сĕте халĕ 18 тенкĕпе туянаççĕ. Кăрлач уйăхĕнче ĕне пăруламалла та ăна кĕçех сума пăрахатăп. Çитес çул Вăкăр çулталăкĕ. Тепĕр тесен, вăкăр – ял хуçалăх выльăхĕ. Ăнăçлă çул пулмаллах. Вăй-хăват çитсен выльăх-чĕрлĕхне, кайăк-кĕшĕкне каллех йышлă тытма ĕмĕтленетĕп, – пĕлтерчĕ Галина Михайлова хавхаланса.

Пăхатăн та – Галина Михайлова çулсене кура мар йăрă. Ăна ватă çын тесе калас килмест.   Галина Сидоровна Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1960 çулта Хурапыр Юнтапари Александр Михайловпа пĕр çемье чăмăртанă, виçĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пÿрт тултарсан Галина Сидоровна питĕ хĕпĕртет. Вĕсене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать.

– Пирĕн анне питĕ ырă, ăшпиллĕ çын. Вăл пур та – çут тĕнче те çутăрах. Анне хĕвел пекех туйăнать. Унăн ăшши пурин валли те çитет. Пире пĕчĕкрен савса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăмăра Атăл юханшывĕ пек вăрăм кун-çул, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Вăл ĕмĕрех ырă-сывă пурăнтăр! – теççĕ ачисем. – Вăхăт тупса яланах анне патне пулăшма васкатпăр.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Михайловсен ачисем те маттур, пĕри тепринчен правур. Вĕсене ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ.

Галина Сидоровна ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăх отраслĕнче тимленĕ. Ачаранах тар тăкса ĕçлеме хăнăхнă. Тăван хуçалăхĕнче тăрăшнă чух аллине темиçе хут та çурлапа кастарнă. Суран йĕрĕсем халĕ те пур.

Шкулта питĕ аван ĕлкĕрсе пынă. Анчах та 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла ăс пухайман, мĕншĕн тесен вĕренÿшĕн укçа тÿлемелле пулнă. Телее, пиччĕшĕпе шăллĕне аслă пĕлÿ илме пÿрнĕ. Георгий Сидорович Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕнче, Вениамин Сидорович Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.

Кирек мĕнле ĕçре тăрăшсан та хисеп çĕнсе илме пулать. Галина Сидоровна «Гвардеец» колхозра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ, сĕт-çу ферминче тăрăшнă. Коллективра яланах чыс-сумра пулнă. 1998 çулта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Хастар хĕрарăм çулленех пахча тулли çимĕçсем çитĕнтерме кăмăллать. Галина Михайлован анкарти хыçĕнче тĕрлĕрен-тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсет. Катăркас, ирга, барбарис, терн, çĕмĕрт, çăка, пилеш, хурăн... Галина Сидоровна пур йывăç-тĕме те хăех лартнă. Вăл чăн-чăн çутçанталăк тусĕ. «Анне пулсан – тĕнче илемлĕ», – терĕ хĕрĕ Елена амăшĕ çине кăмăллăн пăхса.

Галина Михайлова – «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те.

– Район хаçатне кашни çур çултах çырăнса илетĕп. Пур статьяна, пĕлтерÿсене йăлтах вуласа тухатăп,– терĕ Галина Сидоровна. – Этеме пурнан пурнăçра чун çăкăрĕ те питех кирлĕ. Хаçатра район, республика хыпарĕсене йăлтах пичетлеççĕ. Акă нумаях пулмасть вăрçă ачисене укçа-тенкĕ парса пулăшасси çинчен вуласа пĕлтĕм. Хыпар мана савăнтарчĕ. Ара эпĕ те вăрçă ачи-çке. Удостоверени илме те тивĕçрĕм. Сăмах май, ман атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фронтран чĕрĕ-сывă таврăннă.

Хаçат тусĕ христианинсен тĕн кĕнекисене те вулама юратать. Аслă уявсенче Шупашкарти Введени чиркĕвне çитме тăрăшать.

Галина Сидоровна çывăх çыннисене, тăванĕсене кăна мар, ентешĕсене те паха тĕслĕх кăтартать. Унпа калаçатăн та чăваш хĕрарăмĕн мĕнпур ырă енĕ тÿрех куç умне тухать. Галина Михайлова пек маттур çынсем пулсан ял пĕтмест.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика