Аталану çулĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2020, 11:28 Просмотров: 330

Уй-хир пушаннă. Хура çĕре шуратса хăварнă. Трактор-комбайн кĕрлени илтĕнмест. Çапах та йĕтемсенче ĕç шавĕ тăрать. Аграрисенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене аллассипе тăрăшаççĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев ку эрнере «Санары» агрофирмăра пулчĕ.

Мĕн акатăн, çавă шăтать теççĕ. Агрофирма – паха, пысăк репродукциллĕ вăрлăх ĕрчетекен хуçалăх. Кăçал та предприятире ял хуçалăх культурисем ăнса çитĕннĕ, кĕлетсем уй-хир пуянлăхĕпе тулли.

– Ял хуçалăх культурисене чикĕ леш енче те, Раççей регионĕсенче те хапăлласах туянаççĕ, – пĕлтерчĕ агрофирма ертÿçи Андрей Петров. – Акă, çуркунне сарă ылтăна Казахстанри хуçалăха сутрăмăр.   Кĕркунне тырă вăрлăхне Тутар Республикине 500 тонна ăсатрăмăр. Ку пĕчĕк цифра мар, 500 тонна тырра вырнаçтарма 7–8 вакун кирлĕ. Хамăр республикăри хуçалăхсем 150 тонна туянчĕç.

Уй-хир пуянлăхĕ лайăх хакпа сутăнать. Акă, «Альфа» çуллă кăшман вăрлăхне 52–53 тенкĕпе туянаççĕ. Пăрçа та хакра. Кăçал вăл тĕлĕнмелле пысăк тухăç панă. «Аксайский усатый – 55» пăрçана кашни гектартан вăтамран 45,5 центнер пухса илнĕ. Хальхи вăхăтра çак культурăна тăрăшсах аллаççĕ.

– Пăрçана ытармалла мар,– терĕ Василий Степанов ĕçчен.

Агрофирмăра   ял хуçалăх культурисене аллассипе виçĕ звено тăрăшать. Палăртмалла, нумаях пулмасть тырă тасатмалли-сортламалли тата тепĕр агрегат илнĕ. Ăна «Тайхо» фотосепаратор теççĕ. Унăн ĕç тухăçлăхĕ питĕ пысăк. Ятарлă программăна пула фотосепаратор тырра тĕс, йывăрăш енĕпе тата клетчатка шайне кура уйăрать.   Çывăх вăхăтра ăна ĕçлеттерсе ярсан культурăсене аллассипе хуçалăхра тăватă ушкăн тăрăшĕ.

Агрофирма кăçал фотосепараторсăр пуçне хăйĕн укçи-тенкипе «Туман-2М» опрыскиватель, «Борго» сеялка туяннă. Каласа хăвармалла, çĕнĕ йышши сеялкăн хакĕ – 11 миллион тенкĕ. Ăна Канадăран кÿрсе килнĕ. Сăнаса пăхсан хăватлă уй-хир карапĕ тейĕн.

– Агрофирма мехпарка çĕнĕ ял хуçалăх машинисемпе пуянлатнăран вăл чылай аграри предприятийĕнчен 10 çул маларах аталанса пырать, – палăртрĕ Вячеслав Алексеев.

Çĕнĕ сеялка кĕракине хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Техникăна Олег Яковлева шанса панă. Хастар ĕçчен кăçал «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Агрофирма уй-хирĕнче кĕркунне хура çĕре 429 гектар шуратса хăварнă. Тулă 342 гектар, ыраш – 57, вика 30 гектар акнă. Каламалла, хуçалăхра çĕре плугпа сухаламасăрах культурăсене акаççĕ.

Агрофирма ертÿçи Андрей Петров Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Алексеевпа кĕрхи тулă уйне те çитсе курчĕç. Калчасем çанталăк условийĕсене мĕнле чăтнине тĕрĕслерĕç. Вячеслав Николаевич цифра мониторингĕ турĕ. Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру аван, культура сиенленмен.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика