Форума хутшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2017, 10:02 Просмотров: 442

Пĕтĕм тĕнчери çамрăк рабочисен пиллĕкмĕш форумне Чăваш енри виçĕ çынран пирĕн ĕçтеш – наукăпа производство центрĕн инженер-химикĕ Олеся Сергеева та хутшăннă. Вăл «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче 2013 çултанпа ĕçлет. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн химипе фармацевт факультетне пĕтернĕ.

Чăваш енрен форума Олесьăпа пĕрле республикăри çамрăксен пуçару центрĕн ертÿçи Людмила Алексеева тата «Химпром» пĕрлешÿ ĕçченĕ Александр Филиппов кайнă.

Форум Сургут хулинче иртнĕ. Унта çĕршыври 60 регионти 250 çамрăк хутшăннă. Олеся мероприятие кайса килнĕ хыççăн акă мĕн пĕлтерчĕ: «Манăн шанăç тÿрре тухрĕ. Эпĕ интереслĕ çынсемпе курса калаçрăм. Çамрăксен ыйтăвĕсене ĕçлĕ лару-тăрура сÿтсе яврăмăр. Ушкăнсене чăмăртаннă май пурнăçа кĕртме май пур проектсене хатĕрлерĕмĕр тата вĕсене хÿтĕлерĕмĕр. Пирĕн ушкăн професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕç тупас темăпа ĕçлерĕ. Вăрттăнлăх мар, алла пĕр-пĕр специальноç илсен те ĕç тупма кăткăс халь. Ытти ушкăнсен темисем те интереслĕ пулчĕç. «Хÿтĕлевçĕ, тапăнакан тата судья» ятпа иртнĕ вăйă уйрăмах тыткăна илчĕ. Сургутри промышленноç предприятийĕсенче экскурсире пултăмăр. Хулапа тĕплĕн паллашрăмăр. Форума хутшăнакансемпе социаллă сетьре пĕрлĕх обществине туса хутăмăр. Интереслĕ проектсем пурнăçа кĕрессе пурте шанатпăр».

Людмила ИВАНОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика