Чума каллех хăратать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:06 Просмотров: 443

Сыснасен Африка чуми – хăвăрт ерекен хăрушă чир. Унпа килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Африка чуми çынсене ермест.

Чирлĕ выльăхсене сиплеме май çук. Ку инфекцирен вакцина та хатĕрлеймен-ха. Чир-чĕр аталанасран сыхланмалли пĕртен-пĕр мел – профилактика мероприятийĕсем ирттересси. Шел пулин те, выльăхсене Африка чуми ернĕ тĕслĕхсене Чулхула облаçĕнче тăтăшах регистрацилеме пуçланă. Çавăнпа та Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби çирĕп мерăсем йышăнма ыйтать.

Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче килти сыснасене Африка чуми ернине 75 вырăнта тупса палăртнă. Инфекци «çăлкуçне» Самара облаçĕнче кăна 61 регистрациленĕ, Приморье крайĕнче – 5, Воронеж облаçĕнче – 4, Калуга тăрăхĕнче – 3, Хабаровск крайĕнче тата Орлов облаçĕнче – пĕрер тĕслĕх. Çак регионсенче карантин йĕркине кĕртнĕ. Каламалла, тата 18 инфекци объектне тупса палăртнă. Самара тăрăхĕнче – 12, Калуга тата Воронеж облаçĕнче – виçшер.

Хир сыснисене инфекци ернĕ тĕслĕхсем те сахал мар.

Чир ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Килти тата хир сыснисене пĕр-пĕринпе хутшăнтарма юрамасть, ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Сыснасене, аш-пăша, сысна ĕрчетес ĕçри продукцие транспортпа мĕнле куçарнине асăрхасси те тĕпре пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене санкцилемен суту-илÿ вырăнĕсенче сутмалла мар. Пăшăхламан апат-çимĕçе сыснасене çитерме юрамасть. Сысна фермисенче ĕçе «хупă» режимпа йĕркелемелле. Мĕнпур харпăрлăхри сыснасене пăхса тĕрĕслесех тăмалла.

Выльăхсем тата чир-чĔĔр сарас хăрушлăх пур продукцие туянма шут тытнă пулсан хуçалăхсен çакăн çинчен ветеринари учрежденийĕсене пĕлтермелле. Инфекци паллисене асăрхасан чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине 2-50-48, 2-56-67 телефонсемпе шăнкăравламалла.

Владимир МАТВЕЕВ,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен

районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика