Ĕнерхипе паянхи кун

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:11 Просмотров: 431

Çулсем шунă май ачалăха аса илетĕп. Эпир, Мăн урам ачисем, вăрмана çул тытрăмăр. Хурăнсем, хырпа чăрăшсем, авалхи ват юманĕ пĕлĕтелле кармашаççĕ.

Янкăр тÿпе. Хĕвелĕ хăйĕн ылтăн пайăркисене вăрман çине сапалать. Улатакка йывăçа пĕр вĕçĕм таккать. Сарă кăткă йăвисем уйри çемьесем пек лараççĕ. Акă, шиклĕ мулкачĕ ачасене курса чăтлăха тапса сикрĕ. Çуркунне килнине сиссе кайăксем савăк юрă шăрантарса юрлаççĕ. Çтаппан çырми, вăрманăн уçă сывлăшĕ чуна уçса ярать.

Эпир тăрăшсах сыснасене çитерме çеçпĕл тататпăр. Сасартăк турат хуçăлнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр – пирĕн умра вăрман улпучĕ – леçник – тăра парать. Хăранипе чĕтрекене ертĕмĕр. «Ну, ачасем, халĕ эп сирĕн аçăрсене штраф тÿлеттеретĕп, ку чечексене пухма юрамасть», – тет. Пирĕн ушкăнри Галя Скворцова, пирĕн çине пÿрнипе тĕллесе кам ачисем пулнине евитлерĕ. Куна илтсен леçник нумай шутласа тăмарĕ, пăрахса утрĕ, ара, эпир пурте сумлă çын ачисем пулса тăтăмăр-иç. Эпир хаш сывласа ятăмăр, Галя тавçăруллă пулнишĕн савăнтăмăр. Сăмах май каласан, манăн кукаçи Семен Гаврилович Гаврилов вăрçăччен Вăрнарта ĕçтăвком председателĕнче тимленĕ. Вăрçă хыççăн Латвине куçса кайнă, Зелупе хулинче пенсие тухиччен мэр пулса ĕçленĕ. Семен Гаврилович Илья Прокопьевич Прокопьев йăхĕнчен.

Тата тепĕр пурнăç ÿкерчĕкĕ куç умне тухрĕ. Эпĕ, тăхăр çулхи ача, вут-шанкă йăтса вăрмантан тухатăп. Вăрманкас енчен хальхи лесник хăпарать. Мана курчĕ те вутта пăрахма ыйтрĕ. Мĕнех тăвăн – пăхăнма лекрĕ. Вучĕ ĕнтĕ пĕр-ик яшка пĕçерме çитетчĕ.

Халĕ пурте газпа усă кураççĕ, вăрмана кайса тертленсе çÿремеççĕ. Анчах симĕс патшалăха кĕрсен такăнса ÿкетĕн, унта та кунта çилпе ÿкнĕ йывăçсем çĕрсе выртаççĕ. Выçса çитнĕ хир сыснисем хура тата шурă кăрăçсене шыраса çĕре çĕтсе пĕтернĕ, юман айĕнче пĕр йĕкел юлми çисе янă. Пĕр вунă çул каялла Катăш хыçĕнчи вăрманта ятарласа тунă вырăнта хир сыснисене тырă хурса паратчĕç. Пăшисем валли те курăк е утă хатĕрехчĕ. Халĕ вăл вырăнта хăма татăкĕсем йăванаççĕ, унта та кунта çÿп-çап, пуш кĕленчесем тата темтепĕр. Калама та намăс. Пирĕн чăваш халăхĕ яланах типтерлĕ те çивĕч пулнă. Чăваш ятне çĕртес марччĕ, пурте хамăртан килет.

Нумаях пулмасть Николай Павлович Исаевпа Артур Изосимович Андюшин тăрăшнипе газ кăмакине улăштартăм, BAXI ятлă. Чăвашла куçарсан «паха» тенине пĕлтерет пулĕ, чăнахах та паха, килте ăшă, вăрмана утса леçник куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхас хуйăх çук. Николай Павловичпа Артур Изосимович пек çынсем тĕнчере ытларах пулччăр. Вара çĕршыв ура çинче тата çирĕпрех тăрĕ. Пыл хурчĕсем евĕр тăрăшса ĕçлеççĕ, улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав. Кусем те ашшĕ-амăшĕнчен юлман, чăваш ятне çĕртмеççĕ.

А.ВЕТРОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика