Çĕнтерÿрен пĕр утăмра...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:13 Просмотров: 419

Çак кунсенче çĕршывра «Абилимпикс» наци чемпионачĕн çĕнтерÿçисене палăртнă. Чи лайăххин ятне çĕнсе илессишĕн Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 2 пин ытла çамрăкпа специалист кĕрешнĕ.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕрлĕх пур шкул ачисемпе студентсене, çавăн пекех специалистсене çак ăмăрту хăйсене ĕненме, вăйне шанма, малашлăх шухăшĕсене палăртма май парать.

«Абилимпикс» пандемирен вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕ. COVID-19 чарăвĕсене пăхмасăр вăл Раççейĕн мĕнпур тенĕ пек субъектне пĕрлештернĕ. Участниксен ĕçне, çĕнтерÿçĕсене компьютер урлă хакланă, саламланă пулин те, çакă чемпионата хутшăнакансен кăмăлне пăсман.

Маларах çырнăччĕ ĕнтĕ – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе Калининăри шкул-интернат воспитанникĕсем те «Абилимпикс» республикăри тапхăрĕн хастар хутшăнуçисем çеç мар, çĕнтерÿçисем те пулса тăчĕç.

Ку вĕренÿ учрежденийĕсем тĕп тапхăрта та професси ăсталăхĕн тупăшу площадкисем вырăнĕнче пулчĕç.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Раççей тапхăрне «Ландшафт дизайнĕ» тата «Кирпĕч хурасси» компетенцисемпе хутшăннă. Сăмах май, пĕрремĕшпе тупăшу хамăр патрах иртнĕ. Техникум студентки Виктория Якимова Тамбов çамрăкне 2 балл кăна выляса янă, çапла вăл тăваттăмĕш вырăн йышăннă. «Ку чемпионата нумай хатĕрлентĕмĕр. Хумхану чемпионатчен питĕ вăйлăччĕ, анчах та ăмăрту вăхăтĕнче хама алла илсе задание тĕллевлĕн пурнăçларăм. Атте-анне те хавхалантарса пычĕç», – пĕлтерет Виктория.

Ун ĕмĕчĕ пысăк. Пуласлăхне вăл флористикăпа çыхăнтарасшăн. «Абилимпикса» хутшăнни ăна ландшафт дизайнĕпе пĕлĕвне ÿстернисĕр пуçне, çынсем умĕнче калаçассипе те паха опыт панă. Техникумра Виктория «Садовник» профессие вĕренет. Наставникĕсем – С.М. Алексеевапа Г.Г.Петрова.

Техникумăн тепĕр студенчĕ Алексей Кириллов та çĕнтерÿрен пĕр утăмра çеç пулнă. Кирпĕч хурассипе 3-мĕш вырăн йышăнма унăн 0,54 балл çеç çитеймен. Призерсен йышне вара Тутарстан каччи лекнĕ. Алексея професси ăсталăхĕнче Н.М.Федоров тата Ю.А.Павлов хавхалантарса пыраççĕ.

Калининăри шкул-интернатран Раççей тапхăрне Семен Столяров тата Даниил Миронов хутшăнма тивĕçнĕ.

«Абилимпикс» конкурсантсене çĕнтерме çеç мар, пурнăç çине урăхла пăхма та май парать. Кăçал çĕнтерÿçĕсен йышне Мускав хули, Тутарстан Республики тата Мускав облаçĕ кĕнĕ. Çитес çул ку йышра хамăр ентешсене те курас шанăçсем пысăк. Юлашки çулсенче унта хутшăннă 4 пин çамрăка, акă, ĕç те сĕннĕ. Сăмах май, çитес çул наци чемпионачĕн пĕтĕм тĕнчери тапхăрĕ Раççейре иртет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика