Районсем тăрăх тухĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:13 Просмотров: 489

Чăваш тĕррин музейĕн тата «Паха тĕрĕ» фирмăн пуçарăвĕпе республикăра «СурпанПĔРЛЕ» акци йĕркелени çинчен вулакансем пĕлеççĕ.

Ăна хатĕрлес ĕçе кашни районти пĕрер алăсти хăйĕн тÿпине хывнă. Вăрнартан – Елена Есенцева. Вăл е ку муниципалитетра пурăнакансен хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăракан ултă метрлă сурпанпа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем «Пурнăç çаврăмĕ» вокалпа хореографи композицийĕнче паллаштарнă. Ĕç çакăнпа чарăнса лармĕ. Çитес çул республикăри хуласемпе районсенчи тĕрĕçсем Чăваш ен карттине хатĕрлĕç. Тĕрĕссипе, вăл тĕрĕллĕ иккĕмĕш карттă пулĕ. Пĕрремĕшне 1937 çулта Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçлекенсем пурнăçланă. Эскизне шăпах Екатерина Ефремова хатĕрленĕ.

Сăмах май, «СурпанПĔРЛЕ» пĕрлехи сурпан районсем тăрăх тухать, унпа муниципалитетсенче пурăнакан кашни çын паллашма пултарĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика