Пахалăхлă юсавран ырри çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:14 Просмотров: 475

Наци сывлăхĕн ыйтăвĕ юлашки вăхăтра ахальтен мар ĕнтĕ çĕршыв шайĕнче чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăна татма пулăшакан чи тухăçлă мел – халăхра сывă пурнăç йĕркине анлăрах пропагандăласси, вĕсене массăллă спорт мероприятийĕсене хастартарах явăçтарасси.

Ку ĕçре, паллах, спорт объекчĕсемпе сооруженийĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ырă улшăнусем курăнаççĕ. Нумай çĕрте пĕр вăхăт хыт-хурапа хупланнă стадионсем каллех хăйсен тÿрĕ тивĕçне пурнăçлама пуçларĕç. Чылай ялта патшалăхăн тĕрлĕ программипе спорт площадкисем йĕркеленчĕç. Кăçал Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Чăваш автономи облаçĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕпе кашни яла уйăрнă 100 пин тенке те нумай çĕрте сывлăха çирĕплетмелли вырăнсем тăвасси çине ячĕç. Вăрнарта, акă, кунашкал площадкăсем кил картишĕсен территорийĕсене хăтлăх кĕртес программăпа çĕкленчĕç. Кăçал, сăмахран, – Илларионов урамĕнче.

Сентябрьте районта «Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» программипе ГТО нормативĕсен комплексне пурнăçламалли спорт площадки хута каймаллаччĕ. Ун никĕсне Вăрнарти «Стройновелла» организаци чи малтан, пахалăхлă туса хатĕрлерĕ. Ку енĕпе район килĕшÿри хăйĕн планне туллин пурнăçланă.

Площадкăра тĕрлĕ шайлă тата çÿллĕшлĕ турниксем, пресс валли тата пĕшкĕнÿ сакĕсем, тăршшĕне сикмелли, кире пуканĕ çĕклемелли секторсем, тренажерсем пулмаллаччĕ. Оборудованипе тивĕçтерессипе тата вырнаçтарассипе электронлă аукциона Саратоври «Торговый дом СМЗ» выляса илнĕ. Шел те, ку пĕрлешÿ хальлĕхе хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламан. Кÿрсе килнĕ оборудовани ГОСТа тивĕçтерменнипе вĕсене вырнаçтарма ирĕк паман. Ку ыйтăва татса парассипе халĕ республикăри спорт министерстви тимлет.

Кăçал юсавра çĕнелнĕ пысăк спорт объекчĕсенчен пĕри – «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ. Паллах, кунта та ыйтусăр пулман. Объектри ĕçсене, килĕшÿре палăртнă тăрăх, июльте вĕçлемелле пулнă. Анчах та малтанхи подрядчик – «Альфаспецтехнолоджи» – кунти ĕçсемшĕн ытлашшиех хыпса çунман. Лав вырăнтах тăни ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Владимир Прокопьева хытах пăшăрхантарнă. Строительсем тивĕçе пурнăçламанни тарăхтарнă та. Çавăнпах подрядчик патне вăл çине-çинех претензиллĕ çырусемпе тухнă. Ĕç пурнăçланманнине, сроксене йăлтах тăсса янине кура «Альфаспецтехнолоджи» пĕрлешÿпе контракта татма тивнĕ.  

Хыççăн объекта тĕплĕн юсама Алексей Степанов уйрăм предприниматель выляса илнĕ. Килĕшÿ тăрăх, ĕçсене вăл сентябрьте пуçланă, срокра – ноябрьте – вĕçленĕ. Çак тапхăрта вăл спорткомплекс тăррине ăшă тытмалла туса тĕппипе улăштарнă. Стенасене, алăксене йăлт çĕнетнĕ, вĕсене пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе çулăмран сыхлакан шĕвекпе сĕрнĕ. Чÿречесем, мачча, ĕç пÿлĕмĕсем, коридорсем, кĕрешÿпе фитнес залĕсем çĕнелнĕ. Спорт комплексне кĕмелли пăлтăрта чÿречесене улăштарни ун сăнне илемлетнĕ. Пĕр сăмахпа, пур çĕрте те çутă та кăмăла çĕклекен тĕссем тыткăнлаççĕ. Туалетсенче, душ пÿлĕмĕсенче çĕнĕ плиткăсем ялтăраççĕ...

– Юсавччен, чăн та, кăлтăксем чылайччĕ. Чуна хуçаканни, пуçран тухманни – маччаран шыв юхниччĕ. Балконра, ытти çĕрте витре-тазсем лартса йăлăхсах çитнĕччĕ. Халĕ чĕре савăнать. Тăрăна улăштарнă хыççăн шалкăм çумăр та пулчĕ, юр та ирĕлсе кăтартрĕ – зала пĕр пĕрчĕ те тумламарĕ. Пĕрле ĕçлекенсен кăмăлĕсем те савăк. Республика тата район ертÿлĕхне пысăк тав – юсав валли бюджетăн 4 млн та 878 пин те 120 тенки кайрĕ вĕт. Халĕ коллектива ĕçлеме, ачасене, район халăхне занятисене çÿреме аван. Спорт тусĕсене пандеми чарăвĕсене «уçсан» хитре те хăтлă пÿлĕмсенче кĕтсе илĕпĕр, – пĕлтерчĕ «Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев.

Вăрнар районĕнче паян спортпа туслашма пĕтĕм условисем пур. Спорт площадкисем пĕтĕмпе 55, спорт залĕсем 25, спорткомплексĕсĕр пуçне фитнес-центр, бассейн, пăр катокĕ, йĕлтĕр бази, стадион, тир пур...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика