Конкурсра çĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2020, 14:26 Просмотров: 469

Пирĕн ентеш – Хурăн-сур Çармăс каччи – «Хыпар» издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин пĕтĕм çĕршыври фотоконкурсра çĕнтернĕ.

Илеме асăрхама тата туйма пĕлекен çамрăк Раççей Çутçанталăк министерстви ирттернĕ «Çутçанталăкпа килĕшÿллĕн» конкурса хутшăннă. Ĕçтешĕмĕр «Ватă юман та, пулăпа пуян пĕве те хаклă» ĕçе тăратнă. Васьăн сăнÿкерчĕкĕ «Чи лайăх сăнÿкерчĕк/ÿкерчĕксен чи лайăх ярăмĕ/» номинацире çĕнтернĕ.

«Хыпар» фотожурналисчĕ тăван тăрăхăмăрăн ытарайми илемне кăтартса панă. «Кашни çыннăн тăван вырăнĕ пур. Унта эпир хамăрăн чун канăçне тупатпăр. Пирĕн тавралăх тĕлĕнсе каймалла хитре. Ăна эпĕ питĕ юрататăп. Ялсем пуянрах, тасарах тата хитререх пулччăр тетĕп», – хавхаланса пĕлтерет фотожурналист.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика