Эрех чури пулас мар тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2017, 10:21 Просмотров: 1131

Эрех сиенĕ çинчен пурте пĕлеççĕ тата ĕлĕк-авалтанпах унпа кĕрешеççĕ пулсан  та çынсем çак усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Вăл чăнах та питĕ каварлă та хăрушă шĕвек. Çынсем ăна ытларах кăмăл-туйăма хăпартма тĕрлĕ сăлтавпа ĕçеççĕ: уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çын вилсен те. Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп е алкоголик пулас тесе ĕçмест. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе  ĕçетĕп тесе шутлать. Çын çулсеренех, кашни  сăлтавпах ĕçсен эрех ăна хайĕн чури тума тытăнать, тыткăна илет, алкоголизм чирĕ пуçланать.

Алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăшпĕр çынсен вара чир уйрăмах питĕ хăвăрт аталанать.

Енчен те е ашшĕ, е амăшĕ алкоголизм чирĕпе чирленĕ пулсан, вĕсен генĕсем ачисене куçаççĕ. Çавăн пек çемьере çуралнă ачасем çак чирпе ытларах чирлеме пултараççĕ. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕ хăвăртрах пуçланать тата йывăртарах иртет.

Çынран та нумай килет. Хăшпĕрисем кулленхи пурнăçра йывăр ыйтăвĕсене  хăйсем татса пама пĕлмеççĕ, йывăрлăхсенчен тарса çăмăл пурнăç кăна шыраççĕ. Çак çынсем кăмăл-туйăмне эрехпе кăна лайăхлатма тăрăшаççĕ. Вара вĕсем часах эрех серепине кĕрсе ÿкеççĕ.

Çакна асăнмалла, алкоголизм чирĕ кирек мĕнле этил спирчĕллĕ  шĕвек ĕçсен те  пуçланать. Алкоголизм чирĕн – виçĕ тапхăр. Чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче ĕçнĕ кунсем нумайлансах пыраççĕ, ÿсĕртекен эрех виçи те ÿссех пырать. Пуçра тĕп шухăш – эрех пĕрмай ĕçес килни пĕрремĕш вырăна тухать. Енчен те ĕçекен çын эрехрен хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма  пуçласан,  чир малаллах  аталанать.

Часах мухмăр пуçланать, ку вăл иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен çын  хăйне питĕ япăх туять, унăн питĕ эрех ĕçес килет. Енчен те сывă  çынсем  малтанхи кун уявра хаяр шĕвеке нумайрах ĕçнĕ пулсан, тепĕр кунне эрех çине пăхаймаççĕ. Эрехе курсанах хăсма пуçлаççĕ. Алкоголизм чирĕпе чирлекенсем вара эрех шырама пуçлаççĕ, ĕçсен хăйсене çăмăлрах туяççĕ. Анчах та ку вăл нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен сывлăхĕ каллех япăхланать, каллех чăтайми эрех ĕçес шухăш пĕрремĕш  вырăна тухса тăрать. Хăйне тем чухлĕ «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та тепĕр кунне алли татах эрех патнех туртăнать.

Алкоголизмăн юлашки тапхăрне куçнă май çын тĕппипех улшăнать. Унăн пĕтĕм интересĕ те эрех тавра çаврăнать.

Шел пулин те, пĕрремĕш-иккĕмĕш тапхăрсенче çын темле нумай эрех ĕçсен те хăйне чирлĕ çын тесе шутламасть, унăн  сипленес  шухăш та çук. Вăл кирек хăçан та ĕçме чарăнма пултаратăп тесе шутлать. Юлташĕсене, çывăх çыннисене те çакнах ĕнентерме пăхать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм чирĕ ытти чирсенчен. Ытти чирсемпе чирленĕ чух çын хăех сипленме, сывалма тăрăшать.

Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисăр пуçне сывлăхне те пĕтерет. Йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ – вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă  сăлтавсенчен пĕри. ,çмен çынсемпе танлаштарсан, час-часах черкке патнелле туртăнакан çынсем хушшинче чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе  вилекенсем нумай. ,çке ернĕ çынсем туберкулезпа 3–4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет, эрех серепине лекнĕ çынсен ăс-тăнĕ час-часах арпашăнса каять («белая горячка» пуçланать). Тепĕр  майлă  каласан,  çыннăн  организмĕнче  эрех сиен  кÿмен  пĕр орган та, пĕр система та çук.

Çапла вара алкоголизм чирĕпе чирлекенсенчен нумайăшĕ е сывлăхĕ начарланса кайнипе, е тĕрлĕ пăтăрмаха лекнипе вăхăтсăр, çамрăклах вилет.

Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлма пулать, чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул вăл – эрех-сăра пачах ĕçме пăрахни, урă пурнăçпа пурăнма вĕренни. Ку вăл чăнах та çăмăл мар. Çавăнпа та специалистсем патне кайса вăхăтра канашлани, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленни чылай инкекрен сыхланма пулăшĕ.

Пирĕн республикăра çак чиртен сипленмелли условисене йĕркеленĕ. Кашни район больницинче наркологсем ĕçлеççĕ, Шупашкарта çак пулăшăва Республикăн наркологи   диспансерĕнче илме пулать.

Асăнса хăвармалла, çак чирпе чирлекенсен организмĕнче улшăнусем пулса  иртеççĕ. Çавăнпа та 5 е 10 çул хушши эрех ĕçмесен те организма кăштах эрех лексенех, çав çын каллех пĕр чарăнмасăр ĕçме пуçлать. Алкоголизм чирĕпе  чирлекен çыннăн çакна яланах асра тытмалла, йĕркеллĕ, хăйĕн çемйипе савăнса  пурăнас, сывлăхлă пулас тесен малашне унăн пĕр тумлам эрех те ĕçме юрамасть.

«Алкоголь, ăна  савăнма ĕçеççĕ пулин те, мĕнпур этемлĕхе савăнăçран ытларах  хурлăх кÿрет. Ăна пула мĕн чухлĕ талантлă та çирĕп çын пĕтет», – тенĕ Иван Павлов ученăй.

Сывлăх – питĕ пысăк пуянлăх, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн  хăй яваплă. Çакна яланах асра тытса пурăнмалла.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри медицина  профилактикин, сывату  физкультурипе спорт 

медицинин центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика