РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Сиенлĕ йăлана иленсен...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2021 14:27 Просмотров: 216

«Наркотиклă хатĕрсем тата психотроплă веществосем çинчен» федераллă саккунăн 40-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ку сиенлĕ веществосемпе врач çырса памасăр усă курма юрамасть. Саккун ыйтнине пăсакансем тĕлĕшпе административлă яваплăх пăхса хăварнă (РФ КоАП-ĕн 6.9-мĕш статйи).

6.9-мĕш статьян 1-мĕш пайĕнче палăртнă тăрăх, наркотиклă тата психотроплă хатĕрсене е ăс-тăна улăштаракан ытти çĕнĕ веществосене тухтăр хушăвĕсĕр усă курнăшăн (20.20-мĕш статьян 2-мĕш пайĕнчи, 20.22-мĕш статьяри тĕслĕхсемсĕр пуçне) тата ку наркăмăшлă япаласене усă курнин паллисем пур çын медицина тĕрĕслевне тухма хирĕçленĕшĕн 4–5 пин тенкĕ штраф е 15 талăк таран административлă арест хума пултараççĕ.

Статьян 2-мĕш пайĕнче вара ку киревсĕр ĕçе ют çĕршыв çыннин е гражданлăх çук çын тунăшăн тивекен яваплăх пирки каланă. Вĕсене çÿлерех асăннă виçепе штраф е административлă арест хунипе пĕрлех Раççей чиккисенчен те кăларса ямалла.

Хушса калани те пур: врач хушăвĕсĕр наркотиклă хатĕрсене е психотроплă веществосене усă куракан çын сипленес тесе медицина учрежденине хăй ирĕкĕпе килнĕ пулсан ăна административлă явап тыттармаççĕ. Наркоманипе чирлĕ тесе палăртнă çынна, хăй килĕшсен, медицина тата (е) социаллă реабилитацие яма пултараççĕ, çавна май ăна административлă явапран хăтараççĕ. Çакнашкал хушса калани кодексăн 20.20-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче илсе кăтартнă тĕслĕхсем çине сарăлать.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕнаслă помощникĕ.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ