Ÿт-пĕве куллен пиçĕхтерчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2021, 14:28 Просмотров: 335

Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем Çĕнĕ çул каникулне яланхиллех тухăçлă ирттерчĕç.

Январĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче Вăрнар çумĕнчи вăрмансенче, ял çывăхĕсенче йĔлтĔрÇĔсене чылай курма май пулчĕ. Уçă, сивĕ сывлăшра çÿрени энерги, вăй хушать, сывлăха çирĕплетет, пĕлтереççĕ тухтăрсем. Спортăн ку тĕсĕ кирек хăш ÿсĕмри çыншăн та усăллă.

Йĕлтĕрпе ярăнни иммунитета çирĕплетет. Ку вара паянхи COVID-19 условийĕсенче пирĕн сывлăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Специалистсем çавăн пекех йĕлтĕрпе ярăнни ытлашши калорисене пĕтерме, ÿпкерен сиенлĕ япаласене кăларма, ку тата ытти органсене кислородпа тивĕçтерме пулăшнине, шăмă тканĕсене, сыпăсене, мышцăсене çирĕплетнине палăртаççĕ.

– Вунпиллĕкмĕш хут кунсерен 5-шер километр ытла хыçа хăваратăп, – пĕлтерчĕ, акă, ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕ Юрий Львов.

– Йĕлтĕрпе вăрман тăрăх уçăлса çÿренĕ хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленсе каять, кĕлетке те çăмăлланать, – терĕç «Химик» стадион çумĕнчи вăрманта ярăнакан хĕрарăмсем те.

Вăрнарсем спортăн ку тĕсĕпе сумлă ăмăртусенче çуллен палăраççĕ. Çамрăк ăру та аптрамасть. Çĕнĕ çул умĕн, сăмахран, вĕсем Шкул ачисен спартакиади йĕркипе район первенствинче тупăшнă. Ылтăн медальсене Туçи Çармăсри Максим Волков, Хапăс шкулĕнчи Никита Семенов, Настя Тикинева, Кульцав шкулĕнчи Владислав Тимофеев, Аçăмçырми шкулĕнчи Кира Солонина, Ольга Скворцова, Ангелина Шумилова, ача-пăча спорт шкулĕн воспитанникĕ Даниил Тикинев тивĕçнĕ. Старта тухакансене пурне те район пуçлăхĕ Владимир Яковлев парнесемпе чысланă.

Январьте Вăрнарта йăлана кĕнĕ с,телÇи теннис турнирĕ те иртнĕ. Ăна çулсерен районта ку тĕсе аталантарса янă Ярмушка хастарне Федор Соколова халаллаççĕ. Кăçал ракетка тупăшăвĕнче арçынсенчен çĕнтерÿçĕсен йышне Игорь Егоров, Александр Осипов, Юрий Антонов кĕнĕ. Пурте Шупашкартан. Хĕрарăмсем хушшинче те ылтăн тата бронза медале тивĕçнисем тĕп хуларан: Валерия Гайфутдинова тата Екатерина Яковлева. Кĕмĕл призер Вăрнартан, вăл Валентина Иванова.

Каникул вăхăтĕнче, йăлана кĕнĕ май, футбол тусĕсем те тĕл пулнă. Х,ллехи футбол енĕпе район чемпионатне пилĕк команда хутшăннă: «RA ZOOM», «Мишки «Гамми», «Химик-Август» 2004», СК «Медведь», «Буртасы» командăсем. Вăйăсем январĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕшĕччен пынă. Çивĕч тĕлпулусенче малти вырăнсене СК «Медведь», «RA ZOOM», «Мишки «Гамми» футболисчĕсем йышăннă.

Кану кунĕсенче конькине кăмăллакансемшĕн те площадкăсем уçă пулчĕç. Вăрнарти тăрăллă пăр катокĕ те, «Химик» стадионти каток та ку тĕс тусĕсене куллен чылай пуçтарчĕç.

«Август» канупа спорт паркĕ çумĕнчи çырмара та ача-пăча сасси лăпланмарĕ. Кĕçĕннисем тăвайккинчен кăмăл туличченех ярăнчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика