Çĕнтерÿсен çулĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2021, 14:29 Просмотров: 421

Коронавирус пандемийĕ чăрмантарман пулсан, районти спортсменсен пĕлтĕр çитĕнĕвĕсем тата кăтартуллăрах пулмаллаччĕ.

– Чылай сумлă мероприятие хутшăнаймарăмăр, шанăçсем питĕ пысăкчĕ, – терĕ ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕ Юрий Львов.

Апла пулин те, ку тĕсре пиçĕхекен çамрăксен мухтанмалли пур. Чир сарăличчен тата вăл йăвашланнă тапхăрта ирттернĕ турнирсенче Вăрнар кĕрешÿçисем район ятне çÿле çĕклеме пултарчĕç.

Çулталăк вĕçĕнче Мăн Явăш хĕрачи Катя Кошкина, Вăрнар хĕрĕсем Милена Федоровапа Анастасия Максимова Смоленскра иртнĕ Раççей первенствинче тупăшнă. Катьăпа Милена хĕрÿ тытăçусенче кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.

– Ку хĕрсен кавир çинчи иртнĕ çулхи тытăçăвĕсем чăннипех аван: вĕсем Раççей çĕнтерÿçисемпе призерĕсен йышне кĕрсе савăнтарчĕç. ПФО турнирĕсенче çавăн пекех Наталья Тихонова, Эльвира Филиппова, Елена Петрова, Юлия Константинова маттур пулчĕç, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарчĕç. Никита Львов çулĕсене кура мар лайăх результатсем кăтартать – арçынсем хушшинче республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Шел, малалла кайма пандеми чăрмантарчĕ. Дима Львов юниорсем хушшинче палăрчĕ. Андрей Никандров, Никита Никандров çав тери маттур ачасем, – пĕтĕмлетрĕ Юрий Григорьевич.

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕсене 200 ытла ача çÿрет. Вĕсем Юрий Львов, Виталий Трофимов, Роман Львов, Юрий Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха ÿстереççĕ.

Шанăç паракан çамрăксем татах пур. Максим Иванов, акă, лайăх техникăпа палăрать. Хĕрачасен маттур ăрăвĕ ÿсет: Яна Максимова, Ксения Данилова, Дарья Ильина, Полина Шабанова, Яна Сергеева. Арçын ачасенчен – Кирилл Трофимов, Тимур Ананьев, Савелий Иванов, ыттисем. Кăçал вĕсем Чăваш ен шайĕнчи икĕ сумлă турнира хутшăнĕç.

Пĕлтĕрхи чи пысăк çĕнтерÿ вара – Вăрнар район кĕрешÿçисем Шкул ачисен республикăри спартакиадинче пуçласа 1-мĕш вырăн йышăннă!

Кĕрешÿçĕсем кăçалхи çула та çĕнтерÿпе пуçларĕç. Январĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта тĕнче класлă спорт мастерĕн, Европа чемпионачĕн призерĕн Иван Григорьевăн парнисемшĕн иртнĕ турнирта вăрнарсем виççĕн палăрнă. Санарпуç каччи Антон Федоров ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех ăна «Чи лайăх техникăшăн» призпа чысланă. Вăрнар каччисем Тимур Ананьевпа Денис Майков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика