Малалла та пĕрле пуласчĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2021, 14:29 Просмотров: 350

Иртнĕ çул никамшăн та çăмăл пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăна маскăллă çын тухса тăчĕ. «Социаллă дистанци», «самоизоляци», «мобильлĕ ушкăн», «рейд», çĕнĕ коронавирус çуратнă тата ытти сăмахсем пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç.

Ку амак – хăйне евĕр тамăк. Иртнинче ăна вăрçăсăр çухатупа танлаштарнăччĕ. Чăннипех те çапла. Районта, республикăра вăл пуçарнипе аталаннă чирсене пула миçе çын вăхăтсăр автансăр яла ăсанчĕ. Вăл шутра – хаçатăн çывăх тусĕсем те.

Кăçалхи пĕрремĕш калаçăва хурлăхлă сăмахсенчен тем пек пуçлас килместчĕ, анчах та вĕсем паянхи кун условийĕсене кура хăйсем тĕллĕн шăранса тухаççĕ. Паллах, иртнĕ çул çакна лайăх ăнлантăмăр: паян чи пĕлтерĕшли, чи хакли – сывлăх.

Хаçатçăсене те çăмăл килмерĕ. Пĕлтĕрхи çул экономика кризисĕнчен те йывăртарах килчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Коллектив ансат мар тапхăрта вулаканпа таччăнрах çыхăнса ĕçлес, вĕсен йышне сыхласа хăварас тесе пĕтĕм вăйне хыврĕ. Чылай ялта пурăнакансем «Çĕнтерÿ çулĕн» ĕçченĕсене куçа-куçăн ыйтусем пама пултарчĕç.

Вулакансене, хаçат тусĕсене, уйрăмах пысăк тав – кăçал та пирĕнпе юнашар пулма килĕшнĕшĕн, пичет сăмахне малалла та пурăнма панăшăн. Вĕсем пирĕншĕн уйрăмах хаклă.

Пĕрлехи туслăх, тĕрĕсрех – вулаканпа хаçатçăсем хушшинчи кĕпер, паллах, почта ĕçченĕсемсĕр ниепле те хывăнмĕччĕ. Почтальонсене «Çĕнтерÿ çулне» çемьесенче сарма, вулавпа туслаштарма пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Чунри ăшă сăмахсене чи малтанах Вăрнар почтамчĕн ĕçченĕсене – Ирина Леонтьевапа Полина Иосифована – халаллатпăр.

Хаçат ĕçченĕсем вулакана пур енлĕ материалпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Анчах та «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисем вулакансен статйисемсĕр кăсăклă пулĕччĕç-и; Паллах, çук. Эпир ялсенчен килекен çырусене, ыйтусене уйрăмах хапăл. Иртнĕ çул уйрăмах Михаил Васильев, Вениамин Сорокин (Вăрнар), Геннадий Иванов (Пăртас), Василий Иванов (Тимĕрçкасси), Борис Янсарин-Сергеев (Туçи Çармăс), Людмила Иванова (Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ), Нина Гречко (Шупашкар), Елена Анисимова (райадминистраци), Нина Парамонова (Малтикас Ялтăра), Любовь Лукина (Уравăш), Елизавета Игнатьева (Элмен Сунар), Валентина Маркова, Лиана Григорьева (Ярмушка), Тамара Бондарь (Тĕмпек), Вячеслав Алексеев (Кивçурт Енĕш), Ольга Куликова писатель, Роза Волкова (Калинино), Николай Васильев (Çĕрпел), А.Хапăс (Хапăс), Станислав Уйкас (Уйкас Юнтапа), Маргарита Сергеева (Кÿлхĕрри), Федор Кузьмин (Хурăнсур Çармăс), ытти авторсем хастар пулчĕç. Тусăмăрсем, малашне те сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр.

Тачă çыхăнушăн район администрацине, Вăрнарти аш-какай комбинатне, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне, «Вурнарская» МСО-на, «Санары» агрофирмăна, «Энергостроймонтаж» ТМЯО-на, район тĕп больницине, ял хуçалăх техникумне, район прокуратурине, полицин «Вурнарский» пайне, Пенси фончĕн районти управленине, налук инспекцине, çĕвĕ фабрикине, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине, Калинино райпоне, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсене чĕререн тав тăватпăр. Малалла та пĕрле пуласчĕ!  

Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр. Шурă Вăкăр çулĕ кашни киле, кашни çемьене, кашни çынна телейпе ăнăçу илсе килессе шанатпăр. Вăл пурне те çирĕп вăй-хал, сывлăх, тĕреклĕх парнелетĕрччĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» кашни çемьере кĕтнĕ хăна пултăрччĕ!

Светлана ЧИКМЯКОВА,

тĕп редактор.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика