Пĕрле сÿтсе явнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2021, 14:32 Просмотров: 314

Кăçал пирĕн респуб-ликăра пысăк хăвăртлăхлă «Мускав – Чулхула – Хусан» автоçул пайĕн строительстви пуçланать.

Халăхсем хушшинчи«Европа – Хĕвеланăç Китай» транспорт маршручĕн тытăмне кĕрекен ку магистраль Чăваш енре 94 километр енне тăсăлĕ. Пирĕн районсăр пуçне вăл Çĕмĕрле, Йĕпреç, Комсомольски, Канаш тата Тăвай районĕсем витĕр тухать. Чăваш ен Транспорт министерствин даннăйĕсем тăрăх, строительство пуçламăшне кăçалхи май уйăхне палăртнă. Йĕпреçпе Çĕмĕрле районĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсене тытăннă ĕнтĕ. Апла пулин те муниципалитетсен те, общественноçăн та проекта хатĕрлекенсем тата строительсем патне хăшпĕр ыйтусем пур-ха. Çак çивĕч самантсене пĕрле сÿтсе явас тĕллевпе Чăваш ен Обществăлла палати çула сарассишĕн яваплă компанисен представителĕсене, республикăри министерствăсемпе автомагистраль иртекен муниципалитетсен ертÿçисене пухнă. Тĕлпулу Çĕмĕрле районĕнче иртнĕ.

Сăмахран, ку территорисенче ял хуçалăхĕпе тимлекенсене пуринчен ытла пăшăрхантараканни – строительство валли хăйăр кăларассипе тата ăна мĕнле турттарассипе çыхăннă ыйту. Хăшпĕр палăртнă лаптăксем ял хуçалăх çĕрĕсене тивеççĕ-мĕн. Пĕр предприяти ертÿçи, акă, кĕтмен çĕртен ноябрьте йывăр техника пахалăхлă – кĕрхи тырăсемпе нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнекен – уйсем тăрăх çÿреме тытăнни пирки пăшăрханса калаçнă. Нумайăшĕ çĕнĕ карьерсем чавас вырăнне хăйăра хальхи вăхăтра пуррисенчен илме е Сăр хăйăрĕпе усă курма сĕннĕ.

– Эпир «Хăрушсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ йĕркипе хушма финансировани уйăрасса шанатпăр. Хăшпĕр йĕркелÿ саманчĕсене татса парайманран ыйту уçă-ха. Сăмахран, хăйăра ăçтан кÿрсе килес тĕлĕшпе. Хăш карьерсенчен материала турттарассине палăртсан миçе километр çулпа усă курасси паллă пулĕ. Çакăн хыççăн Федераллă çул-йĕр агентствине тата Раççей Минтрансне арканнă ку участоксене йĕркене кĕртме, çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрма кирлине ыйтса çырăпăр», – пĕтĕмлетнĕ Чăваш ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика