РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Людмила Иванова – çĕнĕ лауреат

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2021 14:32 Просмотров: 138

Ача чухне тĕвĕленнĕ çырас туртăм, сăнанă тăрăх, çынра ĕмĕрлĕх юлать. Пичет изданийĕсенче ĕçлемесен те вĕсем вулакансене хăйсен статйи-тĕрленчĕкĕсемпе савăнтарма пултараççĕ.

Людмила Иванова та, акă, çамрăк чухне Красноармейски районĕнчи «Ял пурнăçĕ», республикăри «Пионер сасси» хаçатсене, «Хатĕр пул» журнала шкул пурнăçĕ пирки заметкăсем çырсах тăнă. Ача-пăча журналĕнчен парнене те – Иван Мучин кулăшла калавĕсен пуххине – тивĕçнĕ.

Ун чухне, паллах, хăйĕн пурнăç сукмакĕ журналистикăпа çыхăнасса вăл шутламан та. Шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен филолога вĕренсе тухнă. Пирĕн район каччипе çемье çавăрнăран специальноçпе пĕр вăхăт Кÿлхĕрринчи шкулта, Вăрнарти лицейра тимленĕ. Унтан шăпа ăна районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çавăрса çитернĕ. Пултаруллă çамрăк пилĕк çул Вăрнар радиовещанин редакторĕпе дикторĕ пулнă. Тăхăр çул ытларах – район администрацийĕн пресс-служби. 2015 çултанпа – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ.

Ун пирки пуçарнă калаçу ахальтен мар. Людмила Иванова – «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат çирĕплетнĕ Анатолий Емельянов премийĕн кăçалхи лауреачĕ. Редколлеги ăна районти пичет изданийĕпе нумай çул тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, журналистикăри пултарулăхĕшĕн суйласа илчĕ. Сăмах ăсти районти чи пысăк предприятин ĕç-хĕлне, кунта тимлекенсен пурнăçне уççăн, тĕплĕн çутатса пырать. Ун пуян содержаниллĕ, çăмăллăн вуланакан статйисене хаçата çырăнса илекенсем хапăлласах йышăнаççĕ.

Ку çеç те мар, Людмила Иванова пуçарнипе завод пурнăçĕпе «ВКонтакте», «Одноклассники», «Инстаграм» социаллă сетьсенчи страницăсенче те паллашма пулать. Ун шухăшĕ тепĕр кирлĕ мероприятие те хывăннă. Ку вăл – шкул ачисем хушшинчи хими олимпиади.

Çĕнĕ лауреат диплома Раççей пичечĕн кунĕнче тивĕçрĕ. Анатолий Емельянов ячĕллĕ премине 2005 çулта çирĕплетнĕ. Çĕнĕ лауреата хамăр ентешĕмĕр – пултаруллă писатель ятне çÿлте çĕклесе, пултарулăха ÿстерсе пыма ăнăçу сунатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ