Пирĕн пурнăçра мĕн улшăнать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2021, 14:00 Просмотров: 434

Çĕнĕ çултан мĕнле саккунсем вăя кĕнĕ? Раççейре пурăнакансемшĕн 2021 çулта мĕн улшăнать-ха? Паян вула-кансене хăшпĕр çĕнĕ-лĕхпе паллаштаратпăр.

Пенси те, пенси ÿсĕмĕ те

2021 çултан тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм пысăкланать, хĕрарăмсем – 56,5 çулта, арçынсем вара 61,5 çулта пенсие кайма пултараççĕ. Çак ÿсĕме пысăклатас тапхăр 2019 çултанпа пырать. Куçăм тапхăрĕ 2028 çулта вĕçленет. Çапла майпа пенси ÿсĕмне, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕтĕмĕшле 5 çул ÿстереççĕ. Хĕрарăмсемшĕн вăл – 60, арçынсемшĕн вара 65 çулпа танлашĕ. Енчен те çын ниепле те ĕç тупаймасан унăн пенсие 2 çул маларах кайма ирĕк пур.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен пенсине индексацилеççĕ. Кăçал вăл 6,3% пысăкланнă. 2022 çулта – 5,9%, 2023 çулта 5,6% ÿсĕ. 2021 çултан пуçласа Пенси фончĕ 45 çултан аслăрах граждансене пулас пенси виçи пирки уведомлени ярса пама пуçлать. Çак пĕлтерÿсем Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă виçĕ çулта пĕрре автомат мелĕпе килĕç.

Ку профессисем – хĕрарăмсен кăна мар

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хĕрарăмсене ĕçе йышăнма чарнă профессисен шучĕ чакнă. РФ ,çлев министерствин çакăн пирки калакан хушăвĕ вăя кĕнĕ. Хĕрарăмсен официаллă майпа йышăнма юраман ĕçсен списокĕнче 456 тĕрли пулнă, халĕ çав переченьрен 100-ĕшне кăларнă. 2021 çултан пуçласа этемлĕхĕн черчен çуррин самосвалсен, КамАЗсен тата фурăсен рулĕ умне ларма, трактористра вăй хума юрать. Строительство техники (бульдозерсем, экскаваторсем, автогейдерсем) – вĕсемшĕн халĕ те чарусен шутĕнче. Кăмăлĕ пулсан хĕрарăмсем карапсен командине кĕме, матрос, шкипер, боцман должноçне йышăнма пултараççĕ. Йывăр промышленноç предприятийĕсенчи тата кăткăс производствăри чылай професси тĕлĕшпе те вĕсемшĕн чарусене пăрахăçланă.

Амăшĕн капиталĕ

Пенси фончĕ кăрлачăн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа амăшĕн капиталĕн сертификачĕн укçипе усă курасси пирки çырнă заявлени тăрăх 10 кунра йышăну тăвать, малтанхи пек 1 уйăхра мар. Енчен те ытти ведомствăран информаци илмелле пулсан çак тапхăр 15 е 20 куна тăсăлма пултарать. Пенси фончĕ йăлтах йĕркеллĕ тесе йышăнсан укçана виçĕ ĕç кунĕнче куçарса парĕç. Сертификата хатĕрлеме халĕ 5 кун уйăраççĕ. Пенси фондне хушма сведенисем кирлĕ пулсан ку вăхăт 15 кун таран ÿсме пултарать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2021 çулта Раççейри пĕр миллион ытла çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илме пултарĕ. Унăн виçи пĕрремĕш ачашăн – 483882 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн – 639432 тенкĕ.

Килте вăй хуракансем валли

Инçет мелĕпе ĕçлекенсен прависемпе тивĕçĕсем пирки калакан çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унта «удаленкăн» виçĕ формине çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшĕ – яланах инçет мелĕпе ĕçлесси. Иккĕмĕшĕ – вăхăтлăх. Виççĕмĕшĕ – хутăшла: çын пĕр хушă – офисра, тепĕр хушă килте ĕçлет. Енчен те çынна инçет мелĕ çине вăхăтлăха куçараççĕ тата унăн тĕллевĕсем малтанхи пекех пулсан унăн шалăвне чакарма юрамасть. Палăртнă вăхăтран ытлашши ĕçлесен пуçлăхăн ăна хушса тÿлемелле. Кун пек чухне ĕç параканпа ăна пăхăнаканăн ĕç графикне çирĕплетмелле, унта шăнкăравсен графикне палăртмалла. Тĕслĕхрен, 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен пуçлăх çынна шăнкăравлама е унпа электронлă почта урлă çыхăнма пултарать, графикра тата килĕшÿре палăртман вăхăтри шăнкăравсене çыннăн хуравламасан та юрать.

Çын яланах е вăхăтлăх «удаленкăпа» ĕçлесен те ăна тивĕçĕсене пурнăçлама мĕн кирлипе йăлтах пуçлăхăн тивĕçтермелле.. Çакна саккунра палăртнă. Этеме ĕçрен хăтармалли икĕ саманта асăннă: енчен те вăл пĕр сăлтавсăрах икĕ ĕç кунĕнче çыхăнăва тухмасан, тепри – çын хăйĕнпе çыхăнма питех те кăткăс вырăна куçса кайсан.

Ĕç кĕнекисем

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакансем валли электронлă ĕç кĕнеки уçаççĕ. Хутлă ĕç кĕнеки пур çынсен те сведенисене малашне электронлă мелпе илме ирĕк пур. Çакăн пирки унăн пуçлăх ячĕпе заявлени çырмалла. ,ç паракан кашни çыннăн ĕçĕ тата стажĕ пирки калакан тĕп информацие электронлă мелпе хатĕрлет. Ăна Пенси фондне информаци ресурсĕнче упрама парать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика