Кĕçĕн туссем валли – приютсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2021, 14:02 Просмотров: 378

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хуçа-сăр чĕрчунсемпе мĕнле ĕçлени – çивĕч ыйту.

Пĕлтĕр республикăра çавнашкал 573 чĕрчуна тытнă. Сăмах ,тĕпрен илсен, йытăсем пирки пырать. Вĕсене усрамалли приютсем çук-ха. ,çлекенни пĕртен-пĕрре – Шупашкарта. Вăл вара 350–500 йытта йышăнмалăх кăна. Тата 14 приют кирлĕ. Вĕсене темиçе район валли пĕрер тăвасси пирки чылайранпа калаçни паллă, анчах лав вырăнтах-ха.

Ахальтен мар ĕнтĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артомонов та çак ыйту футбол мечĕкĕ пек пулнине палăртнă: «вĕçĕмсĕр унталла-кунталла тапатпăр». Ун шучĕпе, приютсем тăвассине районсем хăйсем тĕплĕн татса параймĕç. Республика бюджечĕн укçипе туни шанчăклăрах.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика