Монумент проектне суйлĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2021, 14:03 Просмотров: 485

Сăр тата Хусан енче окоп чавма хутшăннисен паттăрлăхне асра тытса лартма сĕннĕ монумент проекчĕсен конкурсне нарăсăн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç.

Çак палăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тылра тăрăшнă тата окоп чавнă çынсене халаллĕç. Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнчен инçе мар М-7 трассăран пăрăннă çĕрте вырнаçтарĕç ăна. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Инстаграмри страницинче палăртнă тăрăх, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсене халалланă çулталăкра чылай мероприяти иртĕ: «çавра сĕтелсем», документлă материалсене пухĕç, кĕнекесем кăларĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика