Пĕр пек мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2021, 14:03 Просмотров: 433

Кăçалтан пуçласа пур гражданин та уйрăм çыннăн пурлăхĕ çине хуракан налука (НДФЛ) пĕр пек – 13% – тÿлемеççĕ.

Çулталăкра 5 миллион тенкĕрен нумайрах ĕçлесе илекенсен халĕ 15% ставкăпа тÿлемелле. Пуян çынсен НДФЛне ÿстерме пĕлтĕр çулла Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ. Банксенчи вкладсен процент тупăшĕ çине те кăçалтан тытăнса налук хураççĕ. 2021 çулта процент тупăшĕ 42,5 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан вклад хунă çынсен 13% налук тÿлемелле. Çыннăн миçе вклад тата вĕсене хăçан уçни пĕлтерĕшлех мар. 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн процентсем илни çеç пĕлтерĕшлĕ. Налук служби банксен кăтартăвĕсене хăех пуçтарать, налуксене шутласа палăртать, ку хыпара 2022 çулхи кĕркунне хваттер, дача, автомобиль налукĕсен уведомленийĕсемпе пĕрле ярса парать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика