Тимлĕх пурне те кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:04 Просмотров: 398

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленет кăна-ха, республикăра вара çак кĕске тапхăртах 84 пушар алхасма ĕлкĕрнĕ.

Январĕн 29-мĕшĕ тĕлне вут-çулăмра вунсакăр çын сарăмсăр вилнĕ, иккĕн суранланнă. Пурлăх тăкакĕсем те – 2 миллион тенкĕ ытла.

Ытларикун, акă, «хĕрлĕ автан» хамăр районта инкек кăларнă. Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пушар каç еннелле Чăрăш Ишекри хуçалăхра пуçланнă, сарай тăрри çуннă. Çулăм унта упраннă 1 тонна енне утта та тĕп тунă. Выльăхĕсем шар курман, вĕсене кил хуçисем кăларма ĕлкĕрнĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче Хапăс ялĕнче пулнă тепĕр инкеке регистрациленĕ. Кунта пĕр хуçалăхри кирпĕч çуртăн шалти отделки тата пурлăхĕ сиенленнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче те пушарсен сăлтавĕсене палăртассипе тĕрĕслевсем пыраççĕ. Пĕтĕмпе ĕнерхи кун тĕлне районта виçĕ пушара шута илнĕ.

Çурт-йĕр секторĕнчи пушарсем уйрăм çынсене те, республика экономикине те чăннипех те пысăк тăкак кÿреççĕ. Шутласа пăхăр, 2020 çулта кăна республикăра вут-çулăм пурăнмалли 114 çурта тĕп тунă, 213 хваттере сиенленĕ. «Тишкерÿ кăтартнă тăрăх, Чăваш ен картти çинчен 200 ытла килтен тăракан пĕр ял «çухалать», – пĕтĕмлетнĕ МЧС-ăн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен республикăри комиссин ларăвĕнче. Чăваш ен ГКЧС-ĕн председателĕ Вениамин Петров та пăшăрхануллă цифрăсене илсе кăтартнă: 2011 çултан 2020 çулччен вут-çулăм республикăри 35 ачан пурнăçне татнă. Пĕлтĕр те ачасен ашкăнăвне пула 27 пушар тухнă, икĕ ача вилнĕ. Çавăнпа та кĕçĕннисене, вĕренекенсене çулăм сиенне ăнлантарасси – паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку енĕпе пушар хуралĕн службисем вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса профилактика ĕçне ирттерме палăртаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика