Туслăхра ĕç ăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:05 Просмотров: 366

Çарта службăра тăнисен пĕрлĕхĕсен пултаруллă ĕç-хĕлĕнчен тĕслĕх илме пулать. Район çыннисене патриотлăх туйăмĕпе хавхалантарас, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ çитĕнтерес ĕçре вĕсен тÿпи, куратпăр, питĕ пысăк. Кашни çар тĕсĕн тенĕ пекех хăйĕн пĕрлешĕвĕсем пур районта.

Чи активлисенчен пĕри – Вăрнарти Офицерсен союзĕ. Вăл йĕркеленсе ĕçлеме пуçланăранпа пĕлтĕр шăп та лăп 10 çул çитрĕ. Юбилейлă датăна чыслăн паллă тума хатĕрленнĕ офицерсем, анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă коронавирус чирĕ ĕмĕте шутланă пек пурнăçа кĕртме паман. Пандеми чарăвĕсене кура уява паллă мар вăхăта куçарма тивнĕ. Çапах та сумлă пулăм тимлĕхсĕр иртсе каймарĕ. Каярах пулин те, иртнĕ кĕçнерникун, районти Офицерсен союзĕн членĕсем юбилея халалланă «çавра сĕтел» тавра пухăннă. Тĕлпулу Çĕрпелти библиотекăра иртнĕ. Паллах, чиртен хÿтĕленсе – мĕнпур санитари правилисене пăхăнса. Пĕр вырăна пысăк йыш пуçтарма юраманран чылаййăн мероприятипе онлайн мелпе çыхăннă. Тĕлпулăва хăнасем те – Совет Союзĕн Геройĕ С.Илларионов ячĕллĕ музей директорĕ Вячеслав Алексеев, Германире службăра тăнисен, «Боевое братство», моряксен пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем Анатолий Васильев, Андрей Николаев, Ярослав Никифоров, Раççей Писательсен союзĕн членĕ Михаил Васильев, Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе шкул директорĕн çумĕ Сергей Петров тата Лилия Феофанова, «Туслăх» ентешлĕх ертÿçи Андрей Суварин – хисеп туса хутшăннă.

10 çул – кĕске мар тапхăр. Çак вăхăтра пĕрлешÿ районшăн пĕлтерĕшлĕ чылай ĕç туса ирттерме вăй çитернĕ. Çавна май Офицерсен союзĕн ертÿçин Николай Васильевăн сăмахĕсем салампа пĕрлех хăйне май вунăçуллăх ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвне çаврăннă.

– Паянхи кун Вăрнарти Офицерсен союзĕнче сержантсемпе прапорщиксем тата офицерсем пĕтĕмпе 68-ăн. Ку йышра чăн-чăн çĕршыв хÿтĕлевçисем – Афганистан, Чечня вăрçисем, ытти «вĕри точкăсенчи» çапăçусем витĕр тухнă юлташсем, запасри тата отставкăри офицерсем, Ш,М тытăмĕнче службăра тăнисем, ыттисем... Пирĕн общество хут çинче кăна шутланса тăраканни мар. Хамăр ĕç-хĕлпе чăннипех те районта патриотизм хавалне усă кÿрес тесе тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче вырăнти шкулсенче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче, музейсенче, ял поселенийĕсенче пирĕн пуçарупа 50 ытла тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Кунта – пултаруллă та сатур çынсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем, кăсăклă конкурссем, ăмăртусем...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа, акă, хамăр ентеш – Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов – ячĕпе авточупăва тухрăмăр, – пĕтĕмлетнĕ Николай Иванович.

Офицерсен союзĕ мĕн йĕркеленнĕренпех ачасемпе ĕçлессине тĕп вырăна кăларать. Çулсеренех «Орленок» тата «Зарница» çарпа патриотизм вăййисене, Призывник кунĕсене, Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявне ирттерме кăмăлпах хутшăнать. Обществăлла пĕрлешÿ членĕсем хăйсем те çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартаççĕ, сăмахран, массăллă чупусенче, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче» яланах хастар.

– Çамрăксен патриотизм туйăмĕ аталантăр тесе вĕсене республикăри семинарсемпе конференцисене, конкурс-викторинăсене явăçтаратпăр. Пĕрле тĕп хулана тухса çÿретпĕр, республикăн ытти паллă вырăнĕсенче те пулатпăр, музейсенче тăван чăваш халăхăмăрăн пуянлăхĕпе паллашатпăр.

Юлашки икĕ çулта Офицерсен союзĕ тăрăшнипе виçĕ çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ: «Служили в космодромах», «Герои наших дней» тата «Справочник по пчеловодству» кăларăмсем.

Пирĕн пĕрлешÿ ытти обществăлла организацисемпе те тачă çыхăнса ĕçлет – пограничниксемпе, афганецсемпе, Германире хĕсметре тăнисемпе, байконуровецсемпе, ыттисемпе. Çавăн пекех вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕпе те пĕр-пĕрне ăнланса-пулăшса тимлетпĕр, – палăртнă Николай Васильев. Çÿлерех асăннă мероприятисене ирттерме пулăшса пынисене, общество хастарĕсене вăл грамотăсемпе тата дипломсемпе чысланă, хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ.

Сăмах май, Вăрнарти Офицерсен союзĕн пуçĕнче малашне çĕнĕ çын пулĕ. Вăл – Геннадий Веняминович Николаев, отставкăри подполковник. Афган вăрçин ветеранĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ. Ăна Николай Васильев сĕннипе, хăйне ертÿçĕрен хăтарма ыйтнă май, суйласа çирĕплетнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика