Манăçран кăлармаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:07 Просмотров: 394

Лăпкă океан флочĕн тинĕс пехотинецĕсен Чечня вăрçинчи 1995 çулхи паттăрлăхĕ нихăçан манăçмасть. Çапăçусем чăннипех тискер иртнĕ – январь–май уйăхĕсенче кăна вĕсенче 36 салтак хăйсене шеллемесĕр пуçĕсене хунă, 100 ытла çын аманнă.

Çар докуменчĕсенчен аван пĕлетпĕр: чи юнлă хирĕçтăрусем Грознăй хулин варринче, Минутка площадьре, нефть завочĕн тата Черноречье районĕсенче иртнĕ.

Шел те, тавăрма çук йывăр çухатусен списокĕнче пирĕн ентешĕн ячĕ те пур. Çак паттăрсен йышĕнчен Чечня çĕрĕнчен Хурăнсур Çармăс çамрăкĕ те тăван килне чĕрĕ таврăнайман. 1995 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Р-409 водитель-электрикĕ, вунсаккăрти Володя Антонов, тытса пынă машина Самашки сали çывăхĕнче çĕмĕрĕлсе ларнă, ирĕксĕрех колоннăран тăрса юлнă. Çапла вĕсем боевиксен засадине лекеççĕ. Ирсĕрсем машинăна хĕç пăшалтан чарăнмасăр персе çунтарса яраççĕ. Тĕп тунă машинăра пирĕн ентешпе пĕрле Николай Кандыбович тата Сергей Ипатов матроссем те хăюлăх кăтартса вилнĕ. Радиостанци пуçлăхне, 24-ри Андрей Коноплев мичмана вара, тыткăна лекнĕскерне, боевиксем эрне енне нушалантарнă хыççăн тискеррĕн вĕлернĕ.

Владимир Антонов матроса тăван Хурăнсур Çармăс ялĕн масарĕнче пытарнă. Вилнĕ хыççăн ăна Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Çулсем иртсен те паттăр салтакăн ячĕ ял-йышра манăçмасть. Владимир вĕреннĕ шкул стени çине яланлăх Астăвăм хăмине çирĕплетнĕ. Ун ячĕпе Çĕрпелти шкулта 2015 çулта тинĕс пехотинецĕсен пĕрремĕш кадет класĕ уçăлнă. Мухтавлă ентеше халалласа ачасемпе çамрăксем хушшинче çулсеренех спорт ăмăртăвĕсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. Ирĕклĕхе хÿтĕлесе çав тери ир пурнăçран уйрăлнă çамрăка астуни, ун тĕслĕхĕпе шкул ачисене тивĕçлĕ воспитани пани – сăваплă ĕç.

Сăмах май, Лăпкă океан флочĕн тинĕс пехотинецĕсен паттăрлăхне халалласа Чăваш енри кадет корпусĕн 1-мĕш ротинче асăну вахти иртет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика