Çулталăк ăнăçлă пулчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:08 Просмотров: 393

Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен районти станци коллективĕ 2020 çула еплерех кăтартусемпе вĕçлерĕ? Кун пирки ун ертÿçипе Владимир Матвеевпа тĕл пулса калаçрăмăр.

2020 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне районти пĕтĕм йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх – 17312, сысна – 16640, лаша – 111, сурăх тата качака 5681 пуç, ял хуçалăх организацийĕсенче ĕне выльăх – 8289, çав шутра сăвакан ĕне – 3251, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 407 пуç шута илнĕ. Вĕсенче пĕлтĕр сĕт 7,9:, аш 9,2: нумайрах туса илнĕ. Çак ÿсĕмре станци ветеринарĕсен тÿпи те пур.

– 2011 çултанпа коллективра 46 çын ĕçлет. Пĕлтĕр Раççейĕн ветеринари ĕçченĕн кунне тата Чăваш енĕн ветеринари служби 100 çул тултарнине уявлама республикăн Патшалăх ветеринари службине кĕрекен учрежденисен специалисчĕсене çурла уйăхĕн вĕçĕнче Вăрнарта йышăнтăмăр. Пирĕн чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци 1920 çулсенче Вăрнарти чукун çул çумĕнчи ветеринари пунктĕнчен пуçланса кайнă. Вулăс центрĕнче Нурăс (Калинино) ялĕнче таврари хресченсен выльăхне сиплеме ветеринарин пĕрремĕш пунктне уçнă. 1920 çулта Вăрнарта ĕçлеме пуçланă ял хуçалăх шкулĕнче ветеринарие те вĕрентме тытăннă. 1930 çулта ăна «Выльăх-чĕрлĕх тата ветеринари техникумĕ» ят панă.

Савăнăçлă пухура ветслужбăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вăрнар пасарĕн ветлабораторийĕн ертÿçине Леонид Прокопьева, учреждени бухгалтерне Галина Ананьевăна, Хапăс уйрăмĕн заведующине Светлана Белковăна республикăн Ял хуçалăх министерствин, мана район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе, вунă ытла специалиста тĕрлĕ ведомство наградипе чысларĕç, – пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.

Тĕрлĕ чир-чĕре ял хуçалăхне тăкак кăтартма памаççĕ. Çĕпĕр шыççинчен çуллен вакцинацилеççĕ, Раççей Ял хуçалăх министерстви хушăвне пурнăçласа Африка мурĕнчен профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Ветеринарсем уйрăмах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕнче нумай ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен унта выльăх йышлă: сысна – 15000, мăйракаллă шултра выльăх 4529 пуç.

Лейкоз чирне тупса палăртассишĕн пĕлтĕр 9000 пуç выльăхран анализ илмелле пулнă, 11649 ытла леçсе панă. Çав амак кил хуçалăхĕсенче икĕ ĕнен çеç пулнă. Иртнĕ çулсенче вара вăл ял хуçалăх организацийĕсене те тăкак кăтартнă. Халĕ вĕсенче çук. Чылай çул каялла аграрисене сăтăр кÿнĕ бруцеллеза алхасма паман. Мăйракаллă шултра выльăха туберкулезран çулталăкра икĕ хут тĕрĕслеççĕ – унпа та чирлекен çук. Кил хуçалăхĕсенчи выльăха уртаракан чиртен вакцинацилеççĕ. Çав амака шута илнĕ ялсенчи мăйракаллă шултра 8937 выльăха, 2227 сурăхпа качакана, 7305 йытăпа кушака прививка тунă. Çавăн пекех эмфизема карбункулĕнчен, «Кольцовка» тата «Броневик» хуçалăхсенче лептоспирозран, вар-хырăм паразичĕсенчен эмелпе дегельминтизациленĕ, фасциолезран, паратифран, колибактериозран, кукшаран (лишай), ытти амакран прививка тунă.

Продукци сутакан кашни кил хуçалăхĕнчи сĕт пахалăхне уйăхра пĕрре тĕрĕслеççĕ.

Çу, белок, йÿçеклĕх, стоматика клеткисен, шыв хисепне палăртаççĕ. Юлашки çулсенче пахалăха лайăхлатни сисĕннине пĕлтерчĕ Владимир Матвеев. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче хатĕрленĕ апат пахалăхне лабораторире тĕрĕслеттересси те – вĕсен тивĕçĕ. Районтан турттарса каякан выльăх, кайăк-кĕшĕк сывлăхне уçăмлатнине пĕтĕм Раççейри «Меркурий» тытăма информаци вырнаçтарса çирĕплетнĕ.

– Пĕлтĕр Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕсем республика тулашĕнчен ăратлă выльăх туянчĕç. Ăна уйăхлăха карантина хупса чир-чĕртен тĕрĕслесе тăтăмăр. Коллектившăн çулталăк ăнăçлă иртрĕ, – пĕтĕмлетрĕ Владимир Николаевич.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика