Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ хупăнчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 09:05 Просмотров: 714

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Чăваш Республикинче Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Альбина Егорова, Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Шупашкар епархийĕн викарийĕ – Игнатий епископ, «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» Чăваш енри обществăлла организацийĕн председателĕ Алевтина Федорова, çак организаци çумĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей  Мурыгин, çемье конкурсĕн çĕнтерÿçисем пуçтарăннă.

«2017 çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă, Чăваш Республикинче Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак икĕ пулăм, ят пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăнса тăраççĕ. Халăхăн çутçанталăка упрасси, çемье туприне тытса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Регион Пуçлăхĕ çемье ăнлава хăпартса пырасси, наци культурипе йăли-йĕркине пăхăнса пурăнасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем пулса тăраççĕ тенĕ. «Пирĕн тĕллев – çамрăксене тĕрĕс-тĕкел тÿрĕ çул çине тăма вĕрентесси. Шăпах та, çак ăнлавсем çемьере аслисене хисеплеме, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа утма вĕрентесси пулать те. Çирĕп çемьесенче сывă ачасем çитĕнеççĕ, вĕсем телейлĕ пулни те куçкĕретех. Çемье пуянлăхне упрамаллине пире çутта кăлараканăмăр, Иван Яковлев та пехиллесе хăварнă», – тенĕ.

Регион ертÿçи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа республикăра сахал мар мероприяти иртнине палăртнă. Çак ĕçе уйрăмах обществăлла организацисем хастар хутшăннине пĕлтернĕ.

Чи пысăк çитĕнÿсем пирки те чарăнса тăнă Михаил Игнатьев. Республикăра çемье çавăракансен йышĕ ÿссе пыни пурсăмăра та хавхалантарать, кăтарту  пĕлтĕрхинчен 8 процент хăпарнине асăннă вăл.

Патшалăх уйăракан социаллă пулăшусем пирки те чарăнса тăнă. Ачаллă çемьесене пулăшу пама  виçĕ çул валли йышăннă бюджетра 5,5 млрд пăхса хăварнине каланă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин витĕмлĕхĕпе 2018 çултан пуçласа çемьере виççĕмĕш ача çуралнисем уйăхсерен патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç.

Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн, çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн та уйăхсерен укçа куçасси паллă, 2021-мĕш çулччен амăшĕн капиталне тÿлеме йышăннă.  Чи пахи – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ «Амăшĕн мухтавĕ» хисеплĕ паллă пирки патшалăх наградине пама пăхса хăварни, ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.

Кун пек ĕçсене пурнăçлани малашлăхра тата та ача çураласлăхĕн кăтартăвĕ ÿсме пултарассине çирĕплетет. «Мĕнпур çемьесенче яланах юрату, килĕшÿ, ăнланулăх хуçалантăр. Сывă та тĕрĕс-тĕкел ачасем çитĕнччĕр», – тесе каланă Михаил Игнатьев.

Çемье конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Туслă çемье» номинацире Тимонинсен çемйи мала тухнă. Вĕсен çемйинче 10 ача ÿсет, 22 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. «Социаллă яваплăха туякан çемье» номинацире Устиновсене çитекенни пулман. «Спортпа туслă çемье» номинацире Павловсем мала тухнă. «Пултаруллă çемье» номинацире Анисимовсене, «Ĕçчен çемье» номинацире Ершовсене çитекенни пулман.

Çулталăкри çемье çĕнтерÿçи ята Львовсем çĕнсе илнĕ.

Уява Вăрнар районĕнчи Хурапыр Юнтапари Васильевсен çемйи те хутшăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика